01 августа 2012 г.
Нумаях пулмасть Мускавра "Чи лайăх çынсем. Пĕтĕм тĕнчери Пысăк Энциклопеди" кĕнеке кун çути курнă. Калăпăшĕпе вăл питех те пысăк, статья-информацисем 1078 страница йышăнаççĕ. Йывăрăшĕпе те самаях сулмаклă. Ку çакнашкал энциклопедин иккĕмĕш кăларăмĕ. Унта Белоруссипе Казахстан, Раççейпе Украина патшалăхĕсен пултаруллă çыннисем çинчен çырса кăтартнă. Пĕтĕмпе 10 пин ытла ят хăйсен вырăнне тупнă.
Редакци хăйĕн геройĕсене çирĕп критерисене пăхăнса суйланă. Кĕнекери ятсене Пĕтĕм тĕнчери Эксперт канашĕ ырланă. Энциклопедири ятсен пĕр уйрăмлăх пур: вĕсенчен кашниех хăйсен çĕршывĕнче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ е ĕçри çĕнĕ-лĕхсемпе палăрнă.
Проекта хутшăнакансене 16 тĕрлĕ рубрикăра вырнаçтарнă. Йăлана кĕнĕ "Влаç", "Шанчăклă бизнес-партнерсем", "Юбилярсем", "Вĕренÿпе наука" тата ыт. те пайсемсĕр пуçне кăçал "Диаспора" рубрика та кĕртнĕ. Ăна хăйсен патшалăхĕсенче наци йăли-йĕркисене упраса, аталантарса пыракансене халалланă.
Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă, асăннă Энциклопедие пирĕн ентешсем те лекнĕ. Хальлĕхе эпир лайăх пĕлекен Юрий Никитинпа Леонид Атласкин ячĕсем çак кĕнекере хисеплĕ вырăн йышăнни паллă. "Славные сыны и дочери" пайра Ю.Никитин çинчен çырнă кĕске справка – "Вăтапуçĕнчи тĕслĕх библиотека заведующийĕ. Ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă (1997). Республикăри библиотека системин ĕçне курăмлă тÿпе хывнăшăн "Победитель социалистического соревнования" (1977), "За активное участие во Всероссийской сельскохозяйственной переписи" (2006) паллăсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Культура министерствин (2004), Чăваш Наци конгресĕн (2009) Хисеп грамотисемпе наградăланă".
Леонид Алексеевичăн пархатарлă ĕçĕсене те палăртса хăвармалла. Вăл нумайранпа Чакаç вăтам шкулĕнче ачасене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарать. Л. Атласкин пĕлÿ панă ачасен пысăк ушкăнĕ Раççей, тĕнче класлă спорт мастерĕсен ячĕсене çĕнсе илнĕ. Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.
Пирĕн ентешсен ячĕсем ытти патшалăхсен паллă çыннисемпе юнашар тăни пире мăнаçланма хистет. Эппин, вĕсем çак хисепе чăннипех те тивĕç.
И.ИЛЬИНА.