АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр çумĕ икĕ хуçалăхра пулчĕ

01 августа 2012 г.

Пирĕн района ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров килчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоровпа Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тата "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пулчĕ.

"Кировецсем" тырă вырма районта пĕрремĕш тухрĕç. Пĕтĕмпе 899 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Выльăх-чĕрлĕх хĕллехи тапхăрта тутă пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта. Утă – 515, сенаж 3700 тонна хатĕрленĕ. Нумаях пулмасть хуçалăх Росагролизинг урлă 7 миллион тенкĕ тăракан "Агрос-530" комбайн туянчĕ. Районта кун пек техника урăх çук-ха.

"Цивиль" пĕрлĕхре те ĕççи кунсерен вăй илсе пырать. Пĕр çул ÿсекен курăк, фацели ятлă вăл, ани тăрăх çĕнĕ "Палессе-К600" комбайн "шăвать". Ăна туянни эрне ытларах кăна-ха. Хăватлă техникăна А.Порфирьев механизатор тухăçлă ĕçлеттерет.

Министр çумĕ Э.Александров хуçалăх ертÿçисене çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртме сунчĕ.

Районта вырма ĕçĕсене çавăн пекех "Хучель" тата "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Мотор" агрофирмăра, И.Лукиянов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пуçăннă.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика