01 августа 2012 г.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн тытăмĕнчи подразделени ертÿçисем Сухайкасси, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч тата Ухман ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Унта хутшăнакансем объектсене мĕнле юсаса тирпей-илем кĕртнипе, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе интересленчĕç, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Кашни тăрăхрах мĕнпе те пулин тĕлĕнмелли, савăнмалли пурах.
Паллашу Сухайкассинчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Иванова вырăнти культура ĕçченĕсемпе пĕрле хăнасене лайăх кăмăл парнелерĕ. Вĕсем тĕл пулăва вăйă, конкурс формипе йĕркелерĕç. Куна хутшăнакансем библиотекăра, фельдшерпа акушер пунктĕнче, лавккара, шкулта пулчĕç. Культура çуртĕнче Н.Мироновăн ал ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Виçĕ ача ашшĕ Николай Петрович 1986 çулта инкеке лекнипе пĕрремĕш ушкăнти инвалида тухнă. Анчах та вăл хуçăлса ÿкмен, алла йĕпсе тытнă, çыхма вĕреннĕ. Вăл хатĕрленĕ кофтăсене, тутăрсене тата ытти япаласене тăванĕсем юратса йышăнаççĕ. Çурт ăшчиккине чĕнтĕрсемпе, сĕтел çиттисемпе, салфеткăсемпе, тĕрлĕ эрешпе илемлетет, тăван-пĕтенĕсене çуралнă кун ячĕпе парнелет. Конкурссене хутшăнса пĕрре мар лауреат ятне тивĕçнĕ.
Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Иванова çуралнă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Менелник хуçи саламшăн тав туса экскурсие йыхравларĕ. Ăвăспÿрт Кипечри чиркÿ кашнин асне илемĕпе кĕрсе юлчĕ. Библиотекăна, медпункта, клуба, шкула кĕрсе тухрĕç.
Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Максимов кăçал тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче 10 ял. Паллах, харăсах пурне те ярса илме çук, çавăнпа та çивĕч, хальхаççăн татса памалли ыйту сиксе тухнă ялсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тивет. "Кашни çулах пирĕн ялсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртессине мĕн те пулин çĕнни кĕртме тăрăшатпăр. Çулсем, пĕвесем юсассипе, урамсене электроçутă кĕртессипе çыхăннă ыйтусене татса памалли майсене шыратпăр, чылай чухне çине тăни çитĕнÿ кÿретех. Шухăшласа хунисем те сахалах мар", – терĕ Владимир Михайлович.
Хăнасем Вăтакас Кипечри йĕркене кĕртнĕ пĕве хĕрринче, Анаткас Кипечре тума пуçланă часавайра пулчĕç, шкулти, ача садĕнчи ĕçсемпе интересленчĕç, Вăтакас Кипечре тата Çÿлти Вăрманьялта хывнă çулсемпе паллашрĕç.
Кашни ялта кирлĕ ĕçсем тăваççĕ, анчах, шел пулин те, пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра теме çук-ха. Çитменлĕхсене майĕпен пĕтерсе пыма тăрăшмалла, чи çивĕччисене – пĕрлехи вăйпа.
А.ТЯМИНА.