27 июля 2012 г.
Тăвансемпе пуçтарăнсан пусăрăнчăк кăмăл çĕкленет, хуйхă-суйхă манăçать, ыррине кăна ĕмĕтленес килет. Эпир, пĕр ял çыннисем, пурте пĕр-пĕринпе тăванлă мар-и-ха; Несĕлсене тĕпчесе кĕрсе кайсан çак çыхăнăва пур пĕрех тупма пулать.
Иртнĕ канмалли кун Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан халăха пĕрле пухăнса савăнма, калаçма та канма майлă самант пулчĕ. Ял çумĕнчи ешĕл лапама уяв сĕмĕ кĕртрĕмĕр, таврари илем кашни килен хăна кăмăлне çĕклетĕр тесе стадион таврашĕнчи вырăна пĕчĕк карта çавăрса, тĕрлĕ чĕр чун кĕлеткисем вырнаçтарса капăрлатрăмăр. Ял ĕç ăстисен куравне те хатĕрлерĕмĕр. Çынсем хăлхапа илтсе кăна мар, куçпа курса ас туса юлччăр тесе тăрăшрăмăр. Артистсене валли сцена та ăсталарăмăр.
Ял уявне шăмат кун кăнтăрла тĕлнелле уçрăмăр. Кăшнаруй ял тăрăхĕн специалисчĕ Елена Миронова уяв уçăлнине пĕлтерсе ял-йыша ăшшăн саламларĕ. Анат Сурăм халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хисеплесе пурăннине палăртса çак ырă енсене малашне те тытса пыма ырă сунчĕ. Ялти чи ватă çынна Анастасия Смирновăна тата чи-чи çамрăккине – кăçал кăна çуралнă Настя Смирновăна асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ. Уяв умĕн малтанхи кун пĕрлешсе çемье çавăрнине паллă тунă Ефремовсен ячĕпе те ăшă сăмахсем пулчĕç.
Унтан ял-йыш патне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алевтина Васильева салам сăмахĕсем çитерчĕ. Истори докуменчĕсем тăрăх Анат Сурăм ялĕ 331 çул тултарнине пĕлтерчĕ.
Пирĕн ял çулсерен сарăлса, çĕнелсе, илемленсе пырать. Çĕнĕ урамсенчи капмар та капăр çурчĕсем иртен-çÿрене хăйсем çине пăхтараççĕ. Çамрăксем хуланалла пит талпăнманни, ялтах çурт çавăрса тĕпленме тăрăшни савăнтарать. Çакă ялăн пуласлăхĕ пуррине çирĕплетмест-и-ха;
Канма килнĕ халăха Кăшнаруйĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Хĕлхем" фольклор ушкăнĕ савăк юрри-кĕввипе ташлаттарчĕ, пĕрле юрлаттарчĕ. Хĕр ачасем хăйсен ташшисемпе савăнтарчĕç. Тавар туянас текенсем валли суту-илÿ вырăнĕ ĕçлерĕ.
Спорт вăййисемсĕр мĕнле пултăр-ха; Анат Сурăмпа Кăшнаруй каччисем футболла, хĕрарăмсемпе хĕрсен командисем мини-футболла выляса тупăшрĕç. Теприсем вĕрен туртса, турник çинче туртăнса, виççĕмĕшсем чупса вăй виçрĕç. Вăйăсене Евгений Смирновпа Андрей Павлов йĕркелесе ирттерчĕç.
Антонина Никитина, Светлана Васильева, Ирина Фомина, Александра Михайлова поварсем икĕ хуранпа какай тата пулă шÿрпи пĕçернĕ. Питĕ тутлă пулнă апачĕ.
Каçченех тăсăлчĕ уяв. Тÿпене тĕрлĕ тĕспе çутатакан салют мĕнлерех илемлĕ пулчĕ тата. Ăна хамăр ялсемех туяннă. Уява хаваслă, интереслĕ, асра юлмалла ирттерме пулăшнă çынсене чунтан тав тăватпăр.
Е.ЯКОВЛЕВА.
Анат Сурăм клубĕн администраторĕ.