27 июля 2012 г.
Малти Тукай ялĕ пуçланса кайнăранпа 460 çул çитрĕ. Вăл – Пăштанар тăрăхĕнчи чи авалхи чăваш ялĕсенчен пĕри. 1552 çулта 3 чăваш Çĕрпÿ хулинчен 6 çухрăмра ларакан Пысăк Тукай ялĕнчен темле сăлтавпа Пăштанар шывĕ хĕррине куçса килнĕ. Хăрăм тата Шакки текеннисем Пăштанар шывĕн сылтăм енне вырнаçнă. Вĕсен хыççăн Микки текен чăваш килнĕ, анчах та Хăрăмпа Шакки ăна йышăнасшăн пулман, çавăнпа та вăл сулахай çыранта тĕпленнĕ. Миккин пурнăçĕ ăнăçлах пыман.
Сăр шывĕ тăрăх Амашка тата Кирсе шывĕсем хушшинче Сител, Шĕкĕр, Ушанар, Тукай ялĕсен 1000 теçеттин ытла çĕр пулнă. Микки телей шыраса çав çĕр çине куçса кайнă. Кунта та ăнăçу кĕтмен ăна. Вăл каялла таврăннă. Анчах нумаях пурăнайман – çĕре кĕнĕ. Хăйĕн йăхне Тукая хăварайман Микки. Тукай ялĕ 1781 çулччен Çĕрпÿ уесĕн Тукай вулăсне кĕнĕ. Вулăсăн тĕп ялĕ Çĕрпÿ патĕнчи Аслă Тукай ялĕ пулнă. Вирьялсем Пăштанар çинчи Тукая ăна никĕслекен ячĕпе Хăрăм Тукай тенĕ.
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Малти Тукай уявне паллă тума килĕшрĕç, уяв вырăнне тирпей-илем кĕртрĕç, вăрăм сĕтел ăсталарĕç. Инçех те мар икĕ пысăк хуран çакса шÿрпе пĕçерме пуçларĕç. Çак тутлă апата пĕçерме "Родина" хуçалăх ертÿçи Вячеслав Сидоров спонсор пулса пулăшрĕ. Светлана Антонова, Елена Иванова, Мария Курчина, Галина Анисимова, Нина Гаврилова тата Наталья, Елена Владимировасем халăх пуçтарăниччен тутлă шÿрпе пĕçерчĕç. Кăпăклă сăрана Валентина Петрова вĕретнĕ. Куçа илĕртекен илемлĕ тĕрĕллĕ ал шăллисенчен тата ытти япаласенчен " Ал ĕç ăстисем" курав йĕркелерĕç. Çак ялăн хĕрĕ Нина Соловьева (Анисимова) Шупашкартан ятарласа хăйĕн ал ĕçĕсене ял халăхне кăтартма илсе килнĕ. "Ял кун-çул утти" фотостенд пурне те кăсăклантарчĕ. Унта ялăн юлашки 50 çулне фотоÿкерчĕксенче сăнласа панă.
Сцена çинче Чăваш Республикин Гимнĕ янăраса кайсан пĕтĕм халăх унталла туртăнчĕ. Ялти хисеплĕ çынсем Виталий Алексеевич Никитинпа Таисия Ильинична Николаева уяв пуçланни çинчен пĕлтерсе хăнасемпе ял çыннисене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Кирилов тукайсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Çирĕп сывлăх,ăнăçу сунчĕ. Уяв хатĕрлекенсене тав турĕ, Малти Тукай культура çурчĕн директорне Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Малти Тукай историйĕпе Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче истори предметне вĕрентекен Татьяна Яковлева питех те тĕплĕн паллаштарчĕ. Паянхи кун Тукайри 61 хуçалăхра 243 çын пурăнать, 20 çурт пушă ларать. Чи асли Егор Гаврилов 91 çулта, чи кĕçĕнни Аня Петрова çĕртме уйăхĕнче çуралнă. Вĕсене тата кăçал çуралнă ачасене,тыл ĕçченĕсене пĕчĕк парне парса хавхалантарчĕç.
Уяв кĕрекине чĕннĕ хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсем тăван халăха хăйсен сăвви-юррипе саламларĕç. Тукай ялĕн мухтавлă хĕрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Полина Чамжаева (Владимирова) хăйĕн çепĕç чĕлхипе, юррипе савăнтарчĕ, 4 диск парнелерĕ. Пĕр тăвансем Юльăпа Клавдия Прокопьевăсем, ялтан тухса кайни чылай пулсан та, вăхăт тупса уява килчĕç, тăван ял çинчен çырнă сăвăсем вуласа пачĕç. Республикипех паллă Илья Степанов композитор час-часах Малти Тукайне пĕрле вĕреннĕ юлташĕ патне хăнана килет. Ку хутĕнче те пирĕн йыхрава хапăл туса йышăнчĕ, сцена çинчен хăй хайланă юрăсене юрлаттарчĕ. Культура çуртне юрăсен пуххин кĕнекине тата дискне парнелерĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пирĕн ентеш, Алевтина Яшманова хаваспах уяв концертне ертсе пыма килĕшрĕ.
Уяв программине "Ентешсем", Малти Тукайри культура çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" тата ачасен художествăлла пултарулăх ушкăнĕсем, Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнчи учительсен ушкăнĕ куракансене хаваслă юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе тыткăнларĕç.
Культура çурчĕн директорĕ Т.Никитина хаваслă вăйăсем ирттерчĕ: вĕрен туртассипе, михĕпе чупассипе тата ытти те. Вăйăсене пысăккисем те, пĕчĕккисем те кăмăлпах хутшăнчĕç. ДОСААФăн Канашри организацийĕн ертÿçи Викентий Владимиров пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту ирттерчĕ. Малти вырăнсене йышăннисене парнесем парса чысларĕç.
Çак уява ирттерме ял халăхĕ укçа пуçтарса пачĕ, ырă ĕçе анлă çул уçса панăшăн кашнинех чунтан тав тăватăп. Мĕн çĕрлечченех юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Халăх асĕнче нумайлăха юлчĕ çак уяв.
Т.НИКИТИНА,
Малти Тукайри культура çурчĕн директорĕ.