АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялăн хăйĕн уяв кунĕ пур

27 июля 2012 г.

Ял халăхне валли çулталăкра пĕрре уяв ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Вăл кашни çулах Питрав праçникĕпе тÿр килет: е çак кун, е кăшт каярах, анчах та шăмат кун. Эрне варринче мар. Ун пек хулара пурăнакан ентешсем килеймеççĕ. Кунсăр пуçне Канашпа Шупашкарта кăна мар, Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Ульяновск, Ростов, ытти аякри регионсенче пурăнакансем те çак вăхăт тĕлне ятарласа канмалли кун е отпуск илсе çитеççĕ. Ял уявĕнче шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисене тĕл пулу ирттерме те меллĕ. Кама кăна курмастăн пулĕ вара;! Ара, çак çынсем пурте хамăр ялта çуралса ÿссе пурнăç çулĕ тăрăх тĕрлĕ çĕре саланнă, йăва çавăрса тĕпленнĕ.

Кăçал Яманкассинче ял уявĕ Питрав хыççăн иртрĕ. Ăна типĕ вăхăтĕнче паллă тăвас темерĕç. Çакă, тен, аван та пулчĕ-тĕр. Ун хыççăнах, ав, çумăрсем те пулчĕç. Асар-писер çил-тăвăл, тав çут çанталăка, пирĕн пата çитмерĕ. Вăйлă çумăрне кăна пачĕ.

Уяв вара уяв пекех иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем тăрăшса хатĕрленнĕ. Ял варринче вырнаçнă халăха куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка умĕнчи асфальт площадкăна шăлса тасатнă, йĕри-тавра ялавсем, шарсем çакса капăрлатнă. Райпо тата Р.Сергеев уйрăм предприниматель тытакан магазинсем халăх ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Тавар туянакансемшĕн вăл кун суту вăхăчĕ тĕлĕшпе чару пулмарĕ.

Кĕтÿ кĕртсе выльăхсене пуçтарнă хыççăн Яманкасси халăхĕ, кÿршĕллĕ Сиккасси, Шелттем, Маяк, юнашарти тутар Хăмăл ялĕсенчи халăх ĕлĕк ялти яш-кĕрĕм вăй каланă вырăна пуçтарăнчĕ. Ун чухне те çакăн пек темиçе ялтан çамрăксем пĕрле пуçтарăнса савăннă.

Ял уявне Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталия Вазинге уçрĕ. Вăл ял-йыша çакăн пек праçник йĕркелесе яма пултарнăшăн, ăна çулран çул тытса, унăн сумне ÿстерсе пынăшăн тав турĕ. Яманкассинче мĕн авалтан пултаруллă çынсем йышлă пулнă. Пирĕн ăслăлăхра, медицинăра, çар ĕçĕнче, ытти сферăра палăрнисем те пур. Украина халăх художникĕпе, писательпе Петр Николаевич Чичкановпа эпир мĕн ĕмĕр тăршшĕпех мухтанма тивĕç. Ун çинчен аслисен ялти ачасене каласа кăтартмалла, вăл пурнăçран уйрăлнă пулин те ун çинчен пĕлмелле. Иван Павлович Павлов экономика наукисен докторĕ, профессор. Николай Степанович Тимофеев Свердловск облаçĕн губернаторĕн советникĕ. Урăхла каласан, регион пуçлăхĕ çумĕнчи пĕрремĕш çын. Унăн пиччĕшĕ Олег Степанович – Мускавра, Дмитрий Степанович Шупашкарта пысăк должноçсенче ĕçлеççĕ. Вячеслав Георгиевич Лукин та ФСБ службин подполковникĕ. Александр Владимиров 30 çул "Канаш" хаçат редакцийĕнче тăрăшрĕ, вĕсенчен юлашки 4 çулне – тĕп редакторта. Врачсем те пур пирĕн ялтан, мĕн чухлĕ çын учитель, организаци ертÿçи пулса ĕçлет тата. Кашниех хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ырă ята тивĕç. Паян пирĕн яла Надежда Ивановна Заводскова урлă пĕлеççĕ. Ял-йыш валли çакăн пек тĕл пулу кунĕ йĕркелесе ярассишĕн вăл нумай тăрăшрĕ. Пулăшас текенсем те тупăнаççĕ. Ялти сутуçăсем Альбинăпа Нина Николаевна Григорьевăсем ку тĕлĕшпе яваплисем пулса тăчĕç. Вĕсемсĕр мĕнле-ха; Ялти сутуçăсем ял халăхĕпе куллен тÿрремĕн çыхăну тытакансем вĕт...

Ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене ял администрацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç. Артистсем килсе çитиччен вăйă-конкурс ирттерчĕç. Ачасем велосипедпа ярăнса ăмăртрĕç, аслăрах ÿсĕмрисем кĕвентепе шыв йăтса вăй виçрĕç. Çитĕннисем алă вăйне тĕрĕслерĕç. Кăнтăрла çамрăксем волейбол тата футбол площадкисенче вăй виçрĕç. Кунта юнашар ялсенчен те выляма килнĕ.

Ку таранччен пирĕн яла чăваш эстрадин чылай юрăçи килсе курчĕ: Иван Христофоров, Петр Романов, Елена Иовлева, Светлана Печникова, Сергей Кувшинов, Иван Шинжаев, Роза Степанова, Елена Шурту, Вячеслав Александров, Альбина Сарри, Дипендра Мани, Стас Владимиров, Валерий Дмитриев... Пурне те ас туса та пĕтерейместĕп. Кăçал вара яманкассисене савăнтарма Надьăпа пĕрле Александр Васильевпа Сергей Павлов килчĕç. Чаплă концерт парнелерĕç. Чăваш халăх артисчĕсемпе пĕрле юрласа, ташласа савăнма май пулчĕ.

Килен хăнана сăйлама хуранта тутлă шÿрпе пăсланчĕ. Кăмăл пуррисем ăна киленсех çирĕç, поварсене ăш пиллĕн тав турĕç.

Уяв салючĕ те пулчĕ кăçал. Пĕрне ял тăрăхĕнчен район депутатне суйланнă Николай Поверный, теприне хамăр ял каччи Олег Палюшин парне вырăнне кÿчĕç. Питĕ илемлĕ пулчĕ. Пĕр вăхăт ял çийĕн тÿпе тĕрлĕ çутăпа çуталса ялкăшрĕ.

Ташлама ÿркенменнисемшĕн юрă-кĕвĕ ирчченех янăрарĕ.

Тавах уяв туса паракансене.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика