АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канма та пĕлмелле

27 июля 2012 г.

Çулла. Кану вăхăчĕ. Çитĕннисем отпуск илеççĕ, шкул ачисен – каникул кунĕсем. Пĕр енчен пăхсан çу кунĕсемпе туллин киленсе, савăнса юлмалла пек. Анчах та ытлашшипех ирĕклĕн канни инкек патне те илсе çитерме пултарать. Çул-йĕр правилисене пăхăнман çынсем пурнăçпа вилĕм хушшине лекни те час-часах пулать.

Эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларакан водительсемпе уйрăм сăмах. Çул-йĕр инспекторĕсем тĕрлĕ мера йышăнаççĕ пулин те, машинăпа ÿсĕрле çула тухакансен йышĕ пĕрре те чакмарĕ. Нимĕнле яваплăха та туйман водительсене правасăр юласси те, аварие лексе сусăрланасси, вилесси те, ыттисене инкек кÿресси те, суд тенкелĕ çине ларасси те шухăшлаттармасть, шиклентермест.

Хисеплĕ водительсем! Хăвăрпа юнашар пурăнакан, çÿрекен çынсем çинчен шутласа илĕр-ха. Эсир лайăх пулсан вĕсене те лайăх, эсир ырă пулсан вĕсем те ырă. Çулсем çинче хăвăра йĕркеллĕ тытни пурнăçа юратниех пулать-çке.

Л.ИЗРАТОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика