АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вĕçлеймесĕрех çакланнă

10 июля 2012 г.

Июль уйăхĕнче çут çанталăкăн сăтăрçисем палăрмаллах йышланчĕç. Хурт-кăпшанкă йывăçсене çаратса хăварни çитмерĕ, унта та кунта вĕсене тĕпрен касса йăвантаракансем тупăнчĕç. Пĕр-ик тĕслĕх кăна илсе кăтартам.

Çĕнĕ Ачча çынни ял çумĕнчи вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă. Типĕ хыра касса йăвантарма шутланă та – вăйĕ çитеймен курăнать. Халран кайнăскер ĕçе вĕçне çитереймесĕрех килне утнă. Кĕтмен çĕртен вăйлă çил-тăвăл тухнă та çурри касăлнă хыра тĕпренех йăвантарнă. Ĕç кунпа кăна вĕçленнĕ пулсан нимех те марччĕ-ха. Анчах хыр шăп та лăп электричество пралукĕсем çине ÿксе вĕсене татса пĕтернĕ. Çавна пула çывăхри темиçе ял çутăсăр юлнă.

Тепĕр тĕслĕхĕнче Канаш хулинче пурăнакан пĕр арçын ĕç хыççăн "Москвич" çăмăл машинипе Янкăлч еннелле çул тытнă. Кунта вăл ял çывăхĕнчи ешĕл посадкăра икĕ яштака хурăна куç хывнă пулнă. Моторлă пăчкăпа вĕсене касса йăвантарнă, анчах килне илсе çитерме май килмен. Хайхискере çул çинче районти полицин патрульпе пост службин сотрудникĕсем тытса чарнă. Йывăç касма ирĕк паракан нимĕнле документ та пулманнипе унăн халĕ саккун умĕнче явап тытма тивет. Çак арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл çут çанталăка 12500 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.

С.ПАХОМОВ,

районти полицин ППС взвочĕн командирĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика