АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаша министр килнĕ

27 июля 2012 г.

Виçĕм кун Канашра ĕçлĕ çул çÿревре Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ В.Ефимов пулнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л. Иванова кăтартса пынипе Вадим Петрович ачасен илемлĕх тата музыка шкулĕсене çитсе курнă. Министр вĕсенче хушма вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника базипе паллашнă, укçа-тенкĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухнипе тата вĕсене татса парас енĕпе мĕнле ĕçсем тунипе интересленнĕ. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕç те тимлĕхсĕр юлман.

Ачасен илемлĕх шкулĕнче В.Ефимов тĕрĕслевçĕсем мĕн çырса хăварнине çийĕнчех пурнăçламаллине аса илтернĕ. Уйрăммăн илсен, шкул пушар хăрушсăрлăхĕн правилисен мĕн пур пункчĕсемпе килĕшсе тăмасть. Çакна йĕркелесе çитерме укçа-тенкĕ сахал мар уйăрмалла.

Музыка шкулĕн çурчĕн тăррине юсама пысăк укçа кирлĕ. Л.Андреева директор каланă тăрăх, музыка пĕлĕвĕ илес текен ача сахал мар. Хальхи вăхăтра кунта 380 ача вĕренет. "Коллективăн потенциалĕ пысăк, лайăх база, финанс енчен пулăшу кăна кирлĕ", – теççĕ кунта ĕçлекенсем. Министр ачасен музыка шкулĕн çуртне регион пĕлтерĕшлĕ культура пуянлăхĕн шутне кĕртме ыйтса хут çырма сĕннĕ. Çапла тусан учрежденине тытса тăма тата юсама хушма укçа кĕмелли майсем пулĕç. Çурта 1953 çулта тунă. Вăхăт нумай иртнĕ пулин те, вăл лайăх упранса юлнă. Архитектура енчен те илемлĕ, хулан тĕп урамне капăрлатать.

В.Ефимов министр хушма вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен коллективĕсен ĕçĕсене лайăх хак панă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика