АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти сывлăх хуралçи

25 июля 2012 г.

Пурнăçа профессипе çыхăнтариччен пултарулăха хакламалла. Юратнă ĕçре пĕлĕве, пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме пулать. Тухтăр ĕçне тăрук, пĕр шухăшламасăр суйласа илме пулмасть, юрамасть те. Çынсене сыватас туйăм профессие суйлама вăхăт çитсен кăна çуралмалла мар.

Юмансар ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина Александровна Михайлова шкулта биологипе хими урокĕсене вĕренме пуçласан хăйĕн малалли пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас тенĕ. Шкул пĕтерсен вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Вăл унта каçхине вĕреннĕ, ирхине ĕçе çÿренĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк специалиста – Нина Александровнăна направленипе Шупашкара республикăри ача-пăча больницин реанимаци уйрăмне ĕçлеме янă.

Юмансар каччипе Владимир Ильич Михайловпа çемье çавăрсан ялтах юлнă. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме тытăннă. Реанимаци уйрăмĕнче ĕçленĕскере фельдшер ĕçне хăнăхма йывăрах пулман. Шăхасанта кашни уйăхра иртекен семинарсене çÿрени те пулăшнă.

Чирлĕ çын пурнăçĕ тухтăр аллинче. "Пĕчĕккисене те, пысăккисене те – пурне те пулăшас, сыватас килет. Каçхине-и, çумăр-и, çил-тăман-и – пăхса тăман, пĕрремĕш пулăшу пама васканă", – терĕ Нина Александровна.

Çирĕм çичĕ çула яхăн вăл Юмансар ялĕн "сывлăх хуралçи" пулса ĕçленĕ. Пĕлтĕр аллă çул тултарса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ Канашри хула больницинче травматологи уйрăмĕнче вăй хурать.

Фельдшер пулса ĕçленĕ вăхăтра вăл тĕрлĕ грамота илме тивĕçлĕ пулнă.

Хальлĕхе Нина Александровна хăй мĕн ĕмĕтленнине пурнăçланă тет. Хĕрне, Иринăна, тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăратасси кăна юлнă. Ирина тепĕр çул шкул пĕтерсен амăшĕн пултарулăхне пăхса медицина енĕпе вĕренме каясшăн.

Нина Александровнăна ялта хисеплеççĕ.

Т.ГАВРИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика