АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе чыслăн пурнăçлать

25 июля 2012 г.

Юмансар ялĕнчен тухнă паллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – П.Ануфриев. 1971 çулта Шаккăл вăтам шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Канашри вакунсем юсакан заводра вăй хунă. Çулталăкран салтака кайма ят тухнă. Çар хĕсметне ракетăсен çарĕн Тверь облаçĕнче тăракан чаçĕнче ирттернĕ.

Анчах та Петр çар пурнăçĕнчен хăпма шутламан. 1973 çулта Ростоври артиллерин тĕп маршалĕ М.И.Неделин ячĕллĕ çарпа команда аслă училищин курсанчĕ пулса тăнă. Унтан пирĕн ентеш хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Çамрăк лейтенанта çар службине тăсма чапа тухнă Ленинла комсомол ячĕллĕ полка янă. Полк Казахстан Республикинчи Семипалатинск облаçĕнче тăнă. Кунта службăна ирттересси чыслă кăна мар, яваплă та йывăр пулнă. Мĕншĕн тесен полк ятне Ракетăсен стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ çарĕнче чи лайăххи пулнине çирĕплетсех тăма йывăрлансах пынă. Çичĕ çултан Петр Васильевич полк командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместительне çитнĕ. Шăпах çак подразделенире командирăн, политика ертÿçин çарпа професси пахалăхĕ çирĕпленнĕ. Вăл хăйне пăхăнакансене лайăх ăнланнă, тĕрĕслĕхĕпе, тимлĕхĕпе палăрнă. Салтаксем ăна хисеплесе хăйсем хушшинче "батя" тенĕ. Çак ят вара темрен те хаклă, мĕншĕн тесен çарта çапла чи юратнă, хисепленĕ çынна чĕнеççĕ. Петр Васильевич "батя" тенине службăра 36 çул пулнин чи пысăк награди тесе шутлать.

1990 çулта В.И.Ленин ячĕллĕ Çарпа политика академине куçăмсăр майпа питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, 2005 çулта – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин академине. 1996-2000 çулсенче Оренбургри Хĕрлĕ Ялавлă ракета дивизийĕн командирĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 2008 çулччен – Ракетăпа космос оборонин 3-мĕш уйрăм армин командующийĕн çумĕ, çар канашĕн членĕ. Çак арми патшалăх пĕлтерĕшлĕ çар задачисене пурнăçлас енĕпе кăна мар пĕртен-пĕр арми шутланнă, çавăн пекех – армин пĕрлешĕвĕсемпе чаçĕсене Раççей Федерацийĕн территорийĕнче тата чикĕ леш енче вырнаçтарассипе те.

Подразделенисен задачăсемпе заданисене пурнăçлама хатĕр пуласлăхне ÿстерес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, хăйне пăхăнакансене вĕрентессине тата воспитани парассине пĕлсе туса пынăшăн П.Ануфриева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Хисеп орденĕпе наградăланă. Кунсăр пуçне вăл Мускав облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн "Службăра палăрнăшăн" орденне тивĕçнĕ. Петр Васильевича Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин "Воспитани парассинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" паллăпа чысланă. Унăн патшалăх тата ведомство медалĕсем 30 ытла.

Хальхи вăхăтра саппасри полковник П.Ануфриев Сывлăш тата космос оборонин саппаса янă çар служащийĕсене тата вĕсен çемйисен членĕсене социаллă пулăшу паракан тата вĕсене реабилитацилекен центра ертсе пырать, вăл – Пĕтĕм Раççейри "Космос çарĕсен ветеранĕсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин председателĕн пĕрремĕш çумĕ. Мăшăрĕпе, Людмила Павловнăпа, икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те космос çарĕсенче службăра тăраççĕ. Асли подполковника çитнĕ, кĕçĕнни – аслă лейтенант.

Нумаях пулмасть Шаккăл шкулĕ 170 çул тултарнине паллă турĕ. Уявра Петр Васильевич та пулчĕ. Унта вăл уяв кĕрекинче ларчĕ, пĕр класра вĕреннисемпе курнăçрĕ. Вĕсем хушшинчи аса илÿсен пысăк çăмхи кăвак çут киличченех сÿтĕлчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика