25 июля 2012 г.
Маруç инке пирĕн ялта ватă асаннесен йышĕнчех мар-ха, анчах юлашки çулсенче самаях йăшрĕ. Пĕчченех кун кунлаканскере çанталăк улшăннă вăхăтра йывăр: шăм-шакĕ тытса лутăрканăн туйăнать, алли-ури сурать.
Çĕр çинче утмăл çул пурăнса та утлă пулаймарĕ. Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн ку ĕмĕт ирхи тĕтре евĕр сирĕлчĕ. Пахча ĕçĕ йăлтах ун çине тиенчĕ.
Кÿршĕри Ваçуксем мотоблок туяннă. Юнашарти Володьăсем лаша усраççĕ, пысăках мар трактор та пур. Çĕре кăпкалатасси вĕсемшĕн йывăр мар.
Хирĕçех пурăнакан Светлансем пахчине ут мар, трактора та кĕртмеççĕ. Культиватор лаппи çум курăк тымарĕсене касса-татса пахчипех салатать-мĕн. Кайран çумласата пĕтерейместĕн. Уйрăмах йыт пырши тапса тухать.
Ĕçпе çуркунне уявĕнче мĕн пур ачи-пăчи, хурăнташĕ-тăванĕ пуçтарăнать те ял-йыш сиссе ĕлкĕриччен лаптăка çемçетсе те тухать. Пĕрле пахча çимĕçе акса-лартса пĕтереççĕ. Кĕреçепе çĕр лайăх çемçелет, шурă тымар витри-витрипе пухăнать. Йăрансем, кас хушшисем çу каçипех таса.
Унччен Маруç инке те çаплаччĕ. Хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем килсе пулăшатчĕç. Хăй те трактор пекех тан тапса ĕçлетчĕ – тепĕр арçын ун çывăхне ан пытăр. Пĕр-икĕ кунра темиçе сотăй çĕре хурататчĕç.
Халĕ пĕчченех кăштăртатать кинемей. "Хĕрĕсене вутра çуннăн ăшталанса ÿстерчĕ пулин те – тĕп хулара çемьеленсе тĕпленнĕ хыççăн амăшне манчĕç", – хăйĕнпе пĕр çултисем хĕрхенеççĕ ăна. Амăшĕ хĕрĕсене çуралнă чухнех çунат панă пулас – пĕри те тепри шкул çулĕсенчех лицее кайса кĕчĕ, пулас мăшăрĕсемпе паллашрĕ. Çамрăклах качча тухрĕç, ачаллă-пăчаллă пулчĕç.
Çавăн чухне вĕсене амăшĕ питех те кирлĕ пулчĕ. Отпускра кăнтăра канма кайнă чухне тĕпренчĕкĕсене ун патне кĕртсе хăваратчĕç. Шкула çÿрекен пулчĕç те – кукамăшĕ текех кирлĕ мар. Каникул кунĕсенче те килсе курмаççĕ. Ялта тунсăх-мĕн, чуна йăпатма дискотека таврашĕ те çук.
Анне кăмăлĕ çут хĕвелрен те ăшăрах, ачисенчен нихăçан та ютшăнмасть. Юрăри пек каласан – кашни шăмат кунах каçсерен алăк уçса кĕтет.
Хĕрĕсем алăри ачапа ларнă чухне укçа-тенкĕ çитсе пыманран пахча çимĕç, аш-пăш илме тăван килне пыратчĕç. Машина багажникĕ туличченех тиесе каятчĕç. Халĕ вăй илсе ура çинче çирĕппĕн тăракан пулчĕç те – манчĕç амăшне. Çуркунне пахча чавса парасчĕ те – çук вĕт. Светлансене ăмсанать Маруç инке. "Хĕрĕмсем мĕншĕн çавăн ачисем пек ĕçчен пулмарĕç-ши;" – тесе кулянать тек-текех.
"Ватлăхра Шупашкара кайса макăрасах пулать-ши;" – шухăш тĕвви тĕвĕленет тепĕр чухне Маруç инке пуçĕнче. Темиçе çул каялла çеç-ха хăй пахчине хăш вăхăтра кăпкалатнине, çу каçипех тирпейлĕ пăхнине, кĕр енне тулăх çимĕç пухса илнине кÿршĕре пĕри те сиссе юлаймастчĕ.
– Маруç кин ирпе каç кăна ĕçлет, кăнтăрлахи шăрăхра çĕр çине ура та пусмасть, çавăнпа пахча çимĕçĕ ăнса пулать, – тетчĕç çынсем.
Пĕлтĕр кинемей хĕрĕсемпе мăнукĕсене юбилее чĕнсе савăнтарчĕ. Хăй вăйсăрланнине сисчĕр те асра тытчăр, пулăшма, килсе çÿреме ан манччăр тесе шухăшларĕ. "Анне, сан çÿçÿ йăлтах шупкаланнă", – асăрхарĕç Альăпа Валя. Мăнукĕсем Светăпа Грета кукамăшĕн миçе шăл юлнине пÿрнисене хуçлатсах шутларĕç.
Маруç инке кăçал та кĕтет вĕсене. Вăрлăхлăх уйăрнă çĕр улмине çурмаран касса кĕл ăшне хунă – типмĕ, чир-чĕр те çулăхмĕ. Лайăхрах аталанччăр тесе помидор калчисене тымар вĕçне татса пĕр савăтран теприн çине куçарнă.
Темĕн тĕрлĕ те шухăшлать кинемей. Трактор кĕртсе культиваци тутарас – Шупашкарсем тахçан килĕç, унччен çĕр типсе кайĕ. Халĕччен вăл лаптăка нихăçан та типĕтсе яман. Çĕр улми вăхăтра лартнă. Ара, çурхи кун çулталăк тăрантарать мар-и; Ял тăрăх ут шырас – лаша çавăтакан та, суха пуç тытакан та кирлĕ. Хăй халĕ пĕрне те пултараймасть. Кĕрĕвĕсем пулсан ĕç кăлармаллах пек. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем çĕр улми лартĕç.
Çум курăка тымарĕпех кăклакан Маруç инке пахчаран кĕрет те пăхать, кĕрет те пăхать "Самсунг" кĕсье телефонĕ çине, анчах усси çук. Чĕнÿ, йыхрав палли çав-çавах курăнмасть-ха. Çухаласран шикленсе телефона пĕрле илмест вăл. Пĕшкĕннĕ чухне кĕсьерен тухса ÿксен шыраса тупайăн-и; Ку енĕпе питĕ асăрхануллă.
Каç пулттипе яшкалăх çĕр улми шуратнă чухне кĕтнĕ кĕвĕ янăраса кайрĕ. "Аранах", – лăпланчĕ Маруç инке. Савăннипе куççулĕ юхса анчĕ. "Килме тухрăр-им;" – терĕ хăйне алла илсе.
Аслă хĕрĕ Аля иккен. Амăшне ыран кăнтăр апачĕ хыççăн килтех пулма ыйтать. Мăшăрĕ унăн çулла тăхăнмалли тумĕпе атă-пушмакне илме çула май кĕрет иккен.
"Телефонпа калаçни çеç сахал, – шухăшларĕ кинемей. – Çыру çырас. Пĕрле кăштах укçа хурас". Кĕрĕвĕнчен парса яма тесе пĕрер хутаç сар мăйăр, пан улми, виçĕ литрлă кĕленчесемпе хăмла çырли варенийĕ, тăварланă кăмпапа хăяр хатĕрлерĕ тата пĕр чăх пусса тирпейлерĕ.
Тепĕр кунне хĕвел юман тăрринче тенĕ чухне кĕрĕвĕ шурă "Жигулипе" килсе çитрĕ. Лешĕ кустăрмасем пушанман-ши тесе машина ураписене тапса тĕрĕсленĕ вăхăтра мĕн хатĕрлени багажник çывăхне тухса та ларчĕ. Кĕрĕвĕ кучченеç çине куçне ал арманĕ пек çавракалантарса пăхрĕ те: "Куда мы их кладем;" – терĕ сиввĕн. Мăкăртатса пÿртелле лаплаттарчĕ. Çырупа укçа çинчен аса илнĕ Маруç инке те ун хыççăнах утрĕ. Альăн шурă плащĕпе хура туфлине аллине тытнă кĕрĕвĕ хирĕç тухать те иккен. Тем пекех хыпаланчĕ пулин те ĕлкĕреймерĕ ăна çитме кинемей. Вăл каялла тухнă çĕре çăмăл автомашина урам вĕçĕнчи айлăма анса курăнми те пулнă. Кучченеçсем Маруç инкене кĕтсе урам варринче тăлăххăн лараççĕ.
Шупашкарсем хăйне вуçех маннăран кинемей хытах кулянчĕ. "Мăнтăрлансан йытă хуçине паллами пулать теççĕ. Тĕрĕсех калаççĕ иккен", – килĕшрĕ ваттисен сăмахĕн чăнлăхĕпе.
Хĕрĕсем пăрахсан та Маруç инке пĕчченлĕхе юлмарĕ. Тепĕр кунне шкулта вожатăйра ĕçлекен Людмила Сергеевна 6 вĕренекене ертсе килчĕ. Хăй вăхăтĕнче Люда тимуровецсен командирĕ пулнă. Кинемее малашне çиччĕмĕш класс ачисем шефа илессе пĕлтерчĕ. "Атте кĕçех тракторпа пахча сухалама килет", – терĕ.
Каç пуличчен вĕренекенсем çĕр улми лартса та пĕтерчĕç.
И.СОЛОВЬЕВ.