25 июля 2012 г.
Районта ял хуçалăх предприятийĕсем 31, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 78, граждансен харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем 17440. 2012 çулта тухăç илме тĕш тырă тата пăрçа йышши кĕрхи культурăсем 5236 гектар акнă. 2587 гектарĕ ăнăçлă хĕл каçса сыхланса юлнă. Çурхи культурăсен лаптăкĕсем 11574 гектар йышăнаççĕ. Çав шутра кĕрхи тулă – 5090, урпа – 5051, сĕлĕ – 672, çĕр улми – 2948, пахча çимĕç – 221, пĕр çул ÿсекен курăксем – 5327, нумай çул ÿсекеннисем – 345 гектар.
Ял хуçалăх предприятийĕсем элитлă тĕш тырă вăрлăхĕ 354 тонна, çĕр улми вăрлăхĕ 167, кукуруза 6, выльăх апачлĕх пăрçа вăрлăхĕ 15, нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ 2 тонна туяннă.
Утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсем акма çĕр 2380 гектар хатĕрленĕ, нумай çул ÿсекен курăксем 3900 гектар (пĕтĕм лаптăксен 86 проценчĕ) çулнă, утă 3255 тонна (89 процент) хатĕрленĕ, сенаж 7150 тонна (планăн 63 проценчĕ), силос 2500 тонна (27,3 процент) хывнă.
Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен тăкакне пĕчĕклетес тĕллевпе çунтармалли тата сĕрмелли материалсем туянма патшалăх енчен пулăшу пама йышăннă. Çур аки ирттерме района йÿнетнĕ хакпа 470 тонна дизтопливо уйăрнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 439 тонна илнĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенчи выльăхсен пуçĕ 15618. Çакă пĕлтĕрхинчен 4,8 процент нумайрах. Ĕнесен йышĕ – 7633. Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 3435, ĕнесем 1252, сыснасем 360 пуç шутланаççĕ. Хуçалăхсенче 1904,7 тонна аш-какай (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 80,1 процент) хатĕрленĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 225 тонна (65,4 процент).
Районĕпе кăçалхи çур çулта 14565,6 тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 102,5 процент) сĕт суса илнĕ. Çав шутра ял хуçалăх предпритийĕсенче – 2779,5 (109,9 процент). Кашни ĕнен вăтам кăтартăвĕ – 2075 килограмм, иртнĕ çул 1827 килограмм пулнăччĕ. Сĕт хатĕрлессипе малти вырăнсенче – "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх (кашни ĕнерен çур çулта – 2709 килограмм), Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ (2642 килограмм), "Цивиль" пĕрлĕх (2412 килограмм). 100 ĕне пуçне 54 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 58.
Хресчен-фермер хуçалăхне аталантарма фермер ĕçне пуçăнакан 3 çынна патшалăх грант формипе 1,1 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлессин калăпăшне ÿстерессинче харпăр хăй хушма хуçалăхсен тÿпи пысăк. Кăçалхи çур çулта 621 хуçалăх малалла аталанма 142827 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. 2006 çултанпа кредитпа 4783 гражданин усă курнă, пĕтĕмĕшле сумми – 815496 пин тенкĕ.
Уйăхри вăтам ĕç укçи – 8841 тенкĕ, 2011 çулта 9203 тенкĕ шутланнă. Районти ял хуçалăх организацийĕсенче 626 çын ĕçлет. Ĕç укçи парса 33,2 миллион тенкĕ пĕтернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районти ял хуçалăх организацийĕсем тыр-пул пухса кĕртекен 2 комбайн, 5 трактор, çавăн пекех пресс-подборщиксем, сеялкăсем, сортировщиксем тата ытти хатĕрсем 14750 пин тенкĕлĕх туяннă.
В.АЛЕКСЕЕВ.