25 июля 2012 г.
Канаш элеваторĕнче авăртнă ыраш çăнăхне пирĕн республикăра кăна мар, ытти регионсенче те хапăл туса йышăнаççĕ. Кунта хатĕрленĕ ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр тутлă кăна мар, пахалăхĕпе те чаплă. Сăлтавĕ – çăнăха таса тырăран кăна туни, унта нимĕнле хутăш та хушманни.
Эпĕ элеваторта пулнă кун унта патшалăх комиссийĕ килессе кĕтетчĕç. "Чăвашхлебопродукт" управленийĕн специалисчĕсем Канашри элеватор çĕнĕ тырра йышăнма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме кăнтăрла тĕлнелле çитрĕ. Тĕрĕслев пулмалла чухне предприятире е организацире хуçалăхшăн яваплă çынсем хыпăнса ÿкни çĕнĕлĕх те, вăрттăнлăх та мар. Республика шайĕнче иртекен тĕрĕслев кăшт шиклентерет те пулĕ. Ырласа çырас тесе мар, элеваторта ун пек ăшталаннине курмарăм. Пурте вырăнта хăйсен ĕçĕсене пурнăçларĕç. Шупашкарсем – "Чувашхлебопродукт" ОАО генеральнăй директорĕн çумĕ Александр Григорьев, çак предприятин производствăпа техника службин начальникĕ Людмила Кузьмина, "Шупашкар элеваторĕн" ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен инженерĕ Ирина Судягина, Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канашри уйрăмĕн аслă инспекторĕ Роза Руссина – Канашри элеваторăн яваплă ĕçченĕсемпе Александр Богданов директорпа, Татьяна Григорьева тĕп бухгалтерпа, Марина Афанасьева лаборатори заведующийĕпе, ĕç сыхлавĕн тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Фаина Григорьева тата ыттисемпе пĕрле тырă склачĕсене, машинăсем тăратса тырă пушатмалли, тырă типĕтмелли механизмсене, электрооборудование, лабораторие, армана питĕ тĕплĕ тĕрĕслерĕç. Людмила Леонидовна нимĕнле кăлтăк та тупайманни, вăл кунти ĕçпе кăмăллă пулнине унăн питĕнчи йăл-л кулăран та пĕлме май пулчĕ. Çавăнпа та вăл тĕрĕслеве пĕтĕмлетме ларсан: "Маттур, канашсем, питĕ лайăх ĕçлетĕр эсир. Сирĕн ĕçĕрпе эпир кăмăллă. Пур çĕрте те çакăнти пек пулсан мĕнле аванччĕ", – терĕ. Çаплах каларĕ. Çакă вăл вырăнти предприятие "удовлетворительно" паллă лартнине мар, "готовы" ("пиллĕк") паллă лартнине пĕлтерчĕ. Урăхла каласан, комисси "элеватор çĕнĕ тыр-пула йышăнма хатĕр" тесе пĕтĕмлетÿ турĕ.
Май пуррипе усă курса эпĕ армана та кĕрсе куртăм. Çăнăх авăртакан цех начальникĕ Александр Андреев кунта 2003 çултанпа ĕçлет. Хăй вăл Вăрнар районĕнчи Хирпуçĕнчен. Оренбургри технологи институчĕн тур-пула упрамалли тата тирпейлемелли технологин инженерĕн дипломне илнĕ. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕнче ĕçлесе ÿсни çак специальноçа суйлама хистенĕ те ĕнтĕ ăна.
Çăнăх авăртакан цехра паян 24 çын вăй хурать. "Чăваш Енри çăкăр завочĕсем пурте пирĕн патра хатĕрленĕ ыраш çăнăхĕпе хура çăкăр пĕçереççĕ. Кунсăр пуçне продукци Ульяновск, Кострома, Вологда, Чулхула облаçĕсене ăсанать", – тет Александр Валерьевич. – Ыраш çăнăхне виçĕ тĕрлĕ хатĕрлетпĕр: çуртарни (обдирная), обойнăй, сеяльнăй (пахалăхĕ пысăк, унпа кондитер продукчĕсем хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ).
Кунне 80 тонна обдирной ыраш çăнăхĕ кăларатпăр, обойнăй - 100 тонна таран.
Канаш элеваторĕнче авăртнă ыраш çăнăхĕ çулсеренех Мускаври выставкăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Кăçал та наградăсăр юлман, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Çăнăх авăртакан цех икĕ сменăпа талăкĕпех пĕр чарăнми ĕçлет. Арман шăмат кунпа вырсарни кун кăна "шăпланать". Тунти кунран пуçласа эрне кунччен пĕрре те чарăнмасть. Аппаратчиксем пурте пĕр-пĕрне ылмаштарма пултараççĕ. Вĕсем кунта пурте нумайранпа ĕçлеççĕ. Механиксемпе слесарьсем те пуян опытлă.
– Пирĕн ертÿçĕ Александр Николаевич Богданов Чăваш Енри хуçалăхсемпе ĕçлемме тăрăшать. Вĕсем туса илекен тыр-пула вырнаçтарса тупăш илме пултарччăр тет. Патшалăх тыр-пул резервне çулленех çĕнетсе пыратпăр. Ку таранччен хĕлĕн-çăвĕн авăртма тырă çителĕклĕ пулнă. Кăçал та пÿлмесем çĕнĕ тырăпа туласса шанатпăр, ĕмĕтленетпĕр, – палăртрĕ хăйĕн шухăшне Александр Валерьевич.
Цех ертÿçи кăшт айккинерех пăрăнсан ман çума икĕ хĕрарăм хăш вăхăтра пырса тăнине те сисмен эпĕ.
– Пирĕн цех начальникĕ питĕ пултаруллă, тăрăшуллă çын. Вăл "Почетный мукомол России". Валсене тĕрĕс касать. Станоксене питĕ хăвăрт юсаса парать, çавăнпа ĕç чарăнса тăмасть. Пире яланах пулăшать. Оборудованисене çĕнетсен лайăхчĕ, – терĕç хайхискерсем. Кусем Галина Петровăпа Хазия Насретдинова аппаратчицăсем пулчĕç.
Çăнăх авăртакан цехран тухсан лабораторие те кĕрсе куртăм. Кунта Римма Сафронова лаборант тин кăна авăртнă çăнăхăн пахалăхне тĕпчетчĕ. Ятарлă аппарат çинчи цифрăсенчен унăн пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. "Питĕ лайăх", – кăмăллăн пĕлтерчĕ Римма Ивановна тĕрĕслеве вĕçлесе савăтсене çунă чухне.
Производство лабораторийĕнче, унăн начальникĕ Марина Архипова, улттăн ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ хăйне евĕр. Элеватора килекен тырра йышăнаççĕ, унăн пахалăхне тĕпчеççĕ, тулă пахалăхне тишкереççĕ. "Эпир тулă йышăнмастпăр, шурă çăнăх тумастпăр, анчах лабораторире ытти йышши тырра, кĕрпесене тĕпчетпĕр. Пирĕн ĕç тыр-пул тухăçĕпе çыхăннă. Çавăнпа та кăçал тырă ăнса пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетпĕр", – терĕç Канаш элеваторĕн ĕçченĕсем.
И.ВЛАДИМИРОВА.