20 июля 2012 г.
Хĕрарăмăн кĕтмен çĕртен çие юлчĕ тĕк вăл лару-тăрăва драмăна çавăрать. Кĕтмен ачаран хăтăлмалли меслет пурне те паллă. Аборт хĕрарăм сывлăхне мĕнлерех сиен кÿнине лайăх пĕлсен чылайăшĕ çак утăма туман пулĕччĕ.
Аборт – çие юлнинчен хирурги мелĕпе хăтармалли мел, ăна варти пепке 12 эрнене çитиччен тăваççĕ. Хырăм пăрахнин сиенĕ çинчен уçăмлăн та витĕмлĕн калаçаççĕ. Сиртен кашниех аборт тăвассинчен асăрханмалли мелсене пĕлет. Анчах та асăрхаттарусене пăхмасăрах варти пепкерен хăтăлас текенсен шучĕ тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Хырăм пăрахма каякан хĕрарăм тек нихăçан та ача амăшĕ пулма пултараймасси çинчен шутламасть те. Врачсем çак операцие лицензи илнĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем патĕнче кăна тутарма сĕнеççĕ. Çие юлнинчен урăхла майпа хăтăлни криминал шутланать, хĕрарăм сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Асра тытăр! Çие юлнинчен нихăçан та хăвăр тĕллĕн хăтăлма ан тăрăшăр. Тĕрлĕ меслетпе усă курса хырăм ÿкерме пултаратăр пулсан та кайран организм мĕн тÿсесси çинчен шутлăр.
Аборт тунă хыççăн малтанхи икĕ эрнере йывăр ĕç тума юрамасть. Виçĕ эрне хушши ар хутшăнăвне кĕмелле мар, мĕншĕн тесен организма инфекци лекме пултарать.
Шăнма юрамасть, ÿт-пÿ температурине виçсех тăмалла. Гигиенăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Малтанхи икĕ эрнинче душ айĕнче кăна çăвăнмалла. Шыва кĕме, спринцевани тума юрамасть!
Аборт хыççăн мĕнле йывăрлăхсем пулма пултараççĕ;
Ытларах чухне инфекци лекме пултарать. Юн урлă микроорганизмсем (стафилококксем, стрептококксем, энтерококксем) амалăха лексе шыçтараççĕ, унăн лăймака сийĕ чирлет. Çавăнпа та кайран ача пулмасан та пултарать.
Уйрăмах юн кайни хăрушă. Тепĕр чухне амалăхра "варти çимĕçĕн" пайĕсем те юлма пултараççĕ. Гормонсен системин ĕçĕ пăсăлнине пула мастопати, усал шыçăсем аталанма пултараççĕ.
Упрăр хăвăрăн сывлăхăра. Ăнсăртран çие юлнинчен шикленсе ÿкнипе ĕмĕр тÿрлетейми йăнăш туса ан хурăр, пулас ăмăшĕсем. Сирĕн çумăрта яланах кĕтнĕ те юратнă ачасем чупчăр.
В.АЛЕКСАНДРОВ,
акушер-гинеколог врач.