АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимофеевсем ялта хисепре

20 июля 2012 г.

Чыса тивĕçнĕ мăшăрсем сахал мар Çеçпĕл ял тăрăхĕнче. Вĕсен кашнин хăйĕн шăпи, кун-çулĕ. Сăмахăм манăн Малтикас ялĕнче пурăнакан Тимофеевсем çинчен. 1949 çулта çуралнă Валерий Павлович яш чухнех колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Тракторист специальноçне алла илсен, темле техника шанса парсан та хурçă "ута" яланах йĕркеллĕ ĕçлеттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн пултаруллă механизатора бригадира лартаççĕ. Пенсие кайсан та колхоз ĕçне тÿрех пăрахмасть. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе Тав хучĕпе Хисеп грамотине тивĕçнине астумасть те пуль вăл. Тепĕр тесен, уншăн хыпăнман вĕт, шаннине яланах тÿрре кăларма тăрăшнă. 1993 çулта "Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа чысланă ăна. Медальсем те пур: "За трудовое отличие" тата "За преобразование Нечерноземья РСФСР". Тăрăшуллă механизатора вырăнти ял тăрăхĕн депутатне темиçе хут та суйланă. Яланах ĕçлĕ ыйтусене хускататчĕ, ырă сĕнÿсемпе пулăшатчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.

Мăшăрĕ, Зоя Ивановна, кÿршĕллĕ Анаткас ялĕнчен. Вăл нумай çул хушши район больницинче санитарка пулса ĕçленĕ. Ялта хисеплĕ мăшăрсем хĕрпе ывăл ÿстерсе-вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем иккĕшĕ те – предпринимательсем. Çемье телейне Тимофеевсем ачисенче, мăнукĕнче тата килĕштерсе пурăннинче кураççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç (иçĕм çырли, груша, алыча та пур) çитĕнтереççĕ, тĕрлĕ чечек лартса ÿстереççĕ.

Г. ШАДРОВА,

Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ.

Тимофеевсем ялта хисепре

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика