20 июля 2012 г.
Канаш районĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă Аслăял çамрăк мар. Аякран пăхсан ялта мар, вăрманта пурăнаççĕ тейĕн ку ялти çынсем. Çырма-çатра нумай пулнăран-ши тем чухлĕ йывăç ÿсет. Çак ялта кун çути курнă та ĕнтĕ Григорьев Геннадий Варфоломеевич.
Григорьевсен çемйинче сакăр ача çитĕннĕ. Ывăлсенчен чи кĕçĕнни Гена 1957 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ Григорьев Варфоломей колхозра бухгалтер пулса ĕçленĕ, амăшĕ те çавăнтах тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Сакăр класс хыççăн Вăрнарти иккĕмĕш номерлĕ техучилищĕре утарçа, тепĕр çул тракторист-механизатора вĕренсе тухать. Çак вăхăтра вăл ашшĕсĕр тăрса юлать. Тăван колхозра тракторпа ĕçлеме тытăнать. 1976-1978 çулсенче Белоруссинче çар службинче тăрать. Ун хыççăн Шупашкарта агрегат заводĕнче икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн виççĕмĕш разрядлă токарь пулса ĕçлет. Анчах та хула пурнăçĕ килĕшмест ăна. 1979 çулта яла таврăнса "Сормовский" совхозра токарь пулса ĕçлеме вырнаçать. "Эпĕ ывăлсенчен кĕçĕнни, ман аннене пăхмалла, çуралнă кил-çурта арканма пама юрамасть, ялтах юлатăп", – тенĕ вăл.
1981 çулта кÿршĕ ял хĕрĕпе Римма Александровнăпа пĕрлешсе хăтлă кил-çурт çавăраççĕ. Хуçалăхра ун алли тĕкĕнмен вырăн çук та пулĕ. Ĕçе тирпейлĕ-илемлĕ тума тăрăшать. Амăшĕн пехилĕпе кăмака ăсти пулса тăрать. Хĕл кунĕсенче кăçатă йăвалать. Алран кĕреçе ямасть. Мĕн чухлĕ йывăç-курăк лартса ÿстермерĕ-ши вăл – шучĕ те çук. Кăнтăрта ÿсекен çимĕçсемпе те интересленет: аçтăрхан мăйăрĕ, виноград, барбарис устерет. Пахчана тарăн çырма уйăрать. 1990 çулта ун урлă тимĕртен эрешлесе 24 метр тăршшĕ каçă хыврĕ. Ун айĕнче пĕве, унта пулăсем ишеççĕ. Юнашарах Гена вăрманĕ кашласа ларать. Хурăнсем хушшинче "Юрату аллейи" тăсăлать. Кăмăл хуçăк чухне çакăнта килсен пĕтĕм чун лăпланать. Йывăçсенчен вăй-хал илнĕн туйăнать. Паянхи кун та йывăç лартма пăрахмасть вăл. Çум курăка чăтма пултараймасть. "Çут çанталăк тусĕ" тесе калас килет ун çинчен. Пĕр çулхине çуркунне 15 шăнкăрч вĕлли ăсталаса çакрĕ. Вĕсене кайăксем йышăнсан чунтан савăнать. Илемлĕ юрăпа киленет. Çуркуннехи вăхăтра шыв-шур тапрансан кÿлĕсене татса каясран асăрхаса тăрать.
Çемьере виçĕ хĕр. Пурте савнă мăшăрĕсемпе. Вĕсем ашшĕпе чунтан савăнаççĕ, ĕçе вĕрентнĕшĕн тав тăваççĕ. Çакă пурнăçра пурăнма пулăшать те вĕсене.
Çак кунсенче Геннадий Варфоломеевич 55 çул тултарчĕ. Икĕ "пиллĕк илнĕ" ятпа ăна мăшăрĕ, виçĕ хĕрĕ, виçĕ кĕрĕвĕ, виçĕ мăнукĕ тата çывăх тăванĕсем чунтан саламларĕç. Вăрăм кун-çул сунчĕç.
Р.ГРИГОРЬЕВА,
Улаксар клубĕн администраторĕ.