АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулчĕç, шкула кĕрсе тухрĕç, Алексеевсене саламларĕç

20 июля 2012 г.

Юн кун черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Унта калаçу Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă çемьесен уйăхри укçа тÿлевĕ, Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕр-келÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен йышăннă Указсем, республикăри çулсем çинчи аварилĕх мĕнле пулни тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата суранланассинчен асăрхаттарас енĕпе пĕрле ĕçлемелли мерăсем çинчен пычĕ. Яланхи пекех ял тăрăхĕсене тухса каяс умĕн инструктаж канашлу иртрĕ. Тухса калаçакансем информкун темисене уçса панă чухне ытларах мĕнле ыйтусем çине тĕплĕнрех тайăнмаллине ăнлантарса пачĕç.

Федерацин финанспа бюджет тĕрĕслев службин Чăваш Республикипе ĕçлекен территори управленийĕн ертÿçи Н.Константинова тата район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров информаци кунне "Канашри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци" патшалăх учрежденийĕнче пуçларĕç. Ветеринари службин ĕçченĕсемпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.

Çакăн пек калаçăвах Ямашри культура çуртĕнче те иртрĕ. Ĕç укçи пĕчĕккине тата ачасемпе ĕçлеме йывăрланса пынине кура шкула ачасене вĕрентме каяс текенсем сахаллансах пыраççĕ. Пурăнмалли çукки те хăратать. Çамрăк вĕрентекенсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче ĕçлеме явăçтарма майсем туса пама тата вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă чухне патшалăх пулăшăвĕ пама йышăннă. 35 çулчченхи учительсем пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума кредит организацийĕсенчен явăçтарнă ипотека кредичĕсем енĕпе процентсем тÿленипе пулакан тăкаксен пĕр пайне, çавнашкал кредит договорне тунă кунран пуçласа 10 çул хушши таран, çулталăкра 4 процент виçипе саплаштараççĕ, малтанхи тÿлевсене пама ипотека кредичĕн калăпăшĕн 20 проценчĕ чухлĕ виçепе субсиди уйăрса параççĕ. Кредит договорĕ тăваканăн педагогика стажĕ пĕр çултан кая мар пулмалла, айăплав пулмалла мар, ĕçлекен вырăнтан рекомендаци илмелле, вĕренÿ системинче 5 çултан кая мар ĕçлеме тунă договор кирлĕ. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма, çав шутра çĕнĕ хваттер е çурт туянма, республикăри 35 çула çитмен 83 вĕрентекене ипотека кредичĕ пама йышăннă, пирĕн районтан – 9-ăн. Вĕсен хисепĕ ÿссех пырĕ-ха.

Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ кашни çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (халĕ вăл 5276 тенкĕ шутланать) сахалрах тупăшлă çемьесене кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан вăл 3 çула çитиччен пирĕн республикăра ачасене пурăнма кирлĕ виçе чухлĕ уйăхри укçа тÿлевĕ параççĕ. Çакна тума республика бюджетĕнчен 2013 тата ун хыççăнхи çулсенче укçа уйăрма палăртнă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, 2013 çулта уйăхсерен паракан тÿлеве 1,8 пине яхăн çемье илсе тăрĕ.

Çул çинче пулакан автоинкексем ытларах автомобильсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, çуран çын çине кĕрсе кайнипе, çаврăнса ÿкнипе пулаççĕ. Руль умне ÿсĕрле ларакансем, скутер тытса пыракансем, ачасем çул-йĕр правилисене пăсасси нумайланнă. Аварисен кашни пиллĕкмĕшĕн сăлтавĕ – автоçулсен пахалăхĕ япăххинче. Çулталăк пуçланнăранпа районта 26 автоинкек пулнă. 7 çын вилнĕ, 38-ăн аманнă. Çĕртме уйăхĕнче 9 аварире 3 çын пурнăçĕ татăлнă, суранланнисем – 14-ăн. Çулсене юсас ĕçсем пыраççĕ.

Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕркелÿ-право форм ине пăхмасăр, сĕт туянмалли хак чакса кайнă тапхăрта сутлăх сĕт туса илессипе тата ăна вырнаçтарассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республика бюджечĕн укçи-тенки шутĕнчен субсидисем уйăрса памалли йĕркепе патшалăх пулăшăвĕ пама пуçлаççĕ. Çĕртме, утă тата çурла уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсене сутнă кашни килограмм сĕтшĕн – чи пысăк сортлишĕн 2 тенкĕ, 1 тата 2-мĕш сортлисемшĕн 1 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Килте ĕне тытакансене 1 тенкĕ те 50 пус пама йышăннă. Укçа илме мĕнле хутсем тăратмалли çинчен ял тăрăхĕсенче тĕплĕн ăнлантарса па-раççĕ.

Н.Константиновăпа А.Егоров Ямаш вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленчĕç. Ç акăн çинчен шкул директорĕ А.Антонова каласа пачĕ, юсав пыракан вырăнсемпе паллаштарчĕ. Авелина Леонтьевна каланă тăрăх, вĕренÿ учрежденине 1975 çултанпа тĕпрен юсаман, халĕ шкул тăррине юсаççĕ, пластик чÿречесем вырнаçтараççĕ, апат-çимĕç блокне шыв кĕртеççĕ.

65 çул пĕрле пурăннине тимĕр туй ирттерсе паллă тăваççĕ. Чăннипех те телейлĕ çак çула пĕрле утса тухнă мăшăр. Çавăн пек мăшăрсенчен пĕри Вăрман Енĕш ялĕнче пурăнать. Петр Алексеевичпа Елизавета Осиповна Алексеевсем. Вĕсене Нина Андреевнăпа Анатолий Николаевич çĕр çинчи чи ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламларĕç, парне пачĕç, йывăр çулсене çĕнтерсе утса тухнăшăн тав турĕç. Кил хуçи учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, мăшăрĕ колхозра вăй хунă. Вĕсем ултă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Петр Алексеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă. Кĕçех 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак паллă дата ячĕпе те ырă сăмахсем янăрарĕç.

В.АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика