АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтне пурнăçланă

18 июля 2012 г.

Пĕчĕк чух нумайăшĕн ÿссессĕн вĕрентекен пулас килет. Пĕрисем ĕмĕтне пурнăçлаççĕ, теприсем хăйсене урăх ĕçре тупаççĕ.

Юмансарти кĕçĕн классене вĕрентекен Никитина Зоя Николаевна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Вăл хăйне кĕçĕн класра вĕрентнĕ Лариса Порфирьевна пек пуласшăн пулнă. Ăна пăхсах учителе вĕренме кайнă.

Зоя Николаевна Уçырмара çуралса ÿснĕ. Юмансар ялне направленипе вĕрентме килнĕ. Пилĕк çул хушши Карăклăри ача садĕнче заведующий пулса ĕçленĕ хыççăн шкула куçнă, ачасене вĕрентме пуçланă.

Юмансар каччипе çемье çавăрса виçĕ ача пăхса ÿстернĕ: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Пурне те аслă пĕлÿ панă. Упăшки, Иван Герасимович, механик инженер пулса ĕçленĕ. Ывăлĕсем авланса çемьеллĕ пурăнаççĕ, Зоя Николаевна асанне ята тивĕçнĕ.

Зоя Николаевна пĕлтĕр хăйĕн юбилейне уявларĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та вĕрентме пăрахмарĕ.

Шкулта пĕрле вĕрентекенпе, Архипова Людмила Васильевнăпа, ачасем валли "Умелые руки", "Волшебный мир бумаги" кружоксем йĕркеленĕ.

"Кашни ача хăйне май лайăх. Пĕри ташлама, тепри юрлама юратать, виççĕмĕшĕн шутласси лайăх пулать. Нихăшĕ те начар мар", – вĕçлерĕ калаçăвне Зоя Николаевна.

Т.ГАВРИЛОВА,

студентка.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика