18 июля 2012 г.
Хĕртсе хĕвел пăхать. Ял халăхĕ утă çулса типĕтсе кĕртсе пĕтерчĕ, кăштах канма та юрать. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Улаксар ялĕ 332 çул çитнине паллă турĕ. Уява хатĕрленсе урама тирпей-илем кĕртрĕç, арçынсем вăрăм сĕтел ăсталарĕç. Аякра та мар вучахра кукар яшки вĕрерĕ. Шÿрпе пĕçерме Егоров Николай Александрович кăвак çутăпах вăранчĕ. Самăрăлса çитнĕ сыснине юлташĕсемпе шÿрпе валли пусса хатĕрлерĕ. Поварсем Семенова Зойăпа Григорьева Луиза тăрăшсах шÿрпе пĕçерчĕç. Квасне те, компотне те Фадеева Ирина вĕретнĕ. Илемлĕ тĕрĕллĕ ал шăллисемпе тата ытти япалапа сцена илемлетрĕмĕр. Ял историйĕ çинчен хатĕрленĕ стенда çакрăмăр. Çак ялтах пурăнакан Александров Вячеслов Геннадьевичăн (1957 ç.ç.) ал ĕçĕсенчен выставка йĕркелерĕмĕр. Кунта илемлĕ çипсемпе тата пралуксемпе тĕрленĕ тĕ-рĕсем, хутсенчен ăсталанă акăшсем, йывăçран касса кăларнă шкатулкăсем, турилккесем, ăмăрт кайăк, кофе савăтĕнчен касса кăларнă пĕчĕк сĕтел-пукан. Ял халăхĕ унăн ĕçĕсене интересленсе хакларĕ.
Иванов Н.И. илемлĕх ертÿçи ертсе пынипе Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи "Хĕлхем" агитушкăн членĕсем Васильева В.Н., Яковлева Е.А., Филиппова Т.К., Григорьева Р.А., Игнатьева М.Г., Филиппова Л., Григорьева Э.Н. хаваслă юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе, шÿтсемпе куракансене тыткăнларĕç.
Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Васильева А.А. улаксарсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Тирпей-илемпе уйрăлса тăракан Кирилловсене, Александровсене, Семеновсене, Никифоровсене тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тата çавăн пекех Вячеславпа Надежда Степановсене пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа саламлă открытка тата чечек çыххи парнелерĕ.
Улаксар кун-çулĕпе Михайлов Владимир Иванович пенсионер паллаштарчĕ. Паянхи кун Улаксарта 47 хуçалăхра 126 çын пурăнать, 31 çурт пушă ларать. Чи асли – Афанасьева Нина Захаровна 86 çулта, чи кĕçĕнни - Иванов Кирилл Алексеевич. Вĕсене пĕчĕк парне парса хавхалантартăмăр. Улаксар клубĕн администраторĕ Григорьева Р.А. хаваслă вăйăсем ирттерчĕ. Вăйăсене пысăккисем те пĕчĕккисем те кăмăлпах хутшăнчĕç. Емельянова Ирина предприниматель уяв ирттерме спонсор пулăшăвĕ пачĕ, чунтанах тав тăватпăр ăна.
Ялта мĕн çĕрлечченех янăрарĕ юрă-кĕвĕ. Халăх асĕнче нумайлăха асра юлĕ çак уяв.
Р.ГРИГОРЬЕВА,
Улаксар клубĕн администраторĕ.