18 июля 2012 г.
Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе ирттерме палăртнă семинар-канашлăвăн практикăллă пайĕ "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕнче пуçланчĕ. Кунти техникăпа паллашнă хыççăн Асхва ял тăрăхĕн 1-мĕш уйне (унччен вăл "Мотор" колхозăн пулнă) çул тытрĕç. Çак уй 13 çул пушă выртнă. Пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов кăçал ăна пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кĕрхи тырă акнă хыççăн вăл ешĕл калчапа витĕнĕ. Хура пусса хирĕç тулă уйĕ тинĕс евĕр хумханать. Сухаласа пăрахнă лаптăкпа юнашар çум курăк пусса илнĕ ана выртать. Ахăртнех, ăна плуг таврашĕ тахçантанпах тĕкĕнмен пулас. Унта хăçан та пулсан мĕнле те пулин культура ÿсĕ-ши; Шанас килет.
– Кĕрхи тырăсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак енĕпе "Цивиль" пĕрлĕх ертÿçинчен ырă тĕслĕх илмелле. Вениамин Михайлович профессийĕ çĕр ĕçĕпе çыхăнман. Вăл – педагог-юрист. Апла пулин те, ял хуçалăх культурине çитĕнтерессинче агрономран пĕртте кая мар. Вăл çĕр ĕçĕпе çыхăннă статьясене вуласах тăрать, тыр-пул ăстисем каласа панине пысăк тимлĕхпе итлет, вĕсен опычĕпе хăйĕн патĕнче усă курма тăрăшать. Çĕре юратни, ачаран хура ĕçрен ютшăнманни ăна çитĕнÿсем тума пулăшать, – пуçларĕ сăмахне район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров.
Валерий Геннадьевичăн малалли сăмахĕ пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ:
– Çамрăк ертÿçĕсенчен пĕри çакăн пек ăслă шухăш каларĕ: ытлă-çитлĕ пурăнас, пысăк тупăш илес, малалла аталанас, йывăр çĕр ĕçне механизацилес тесен тĕш-тырă гектартан 35-40 центнертан кая мар туса илмелле. Гектар тухăçĕ 10-15 центнер пулни тăкаксене саплаштарма тата пурнăçра тытăнса тăма кăна çиткелесе пырать. Ман шутпа, ăслă та вырăнлă сăмахсем. Районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем саккăр çеç. Ыттисен тăрăшăрах ĕçлеме тытăнмалла.
Пысăк тухăç никĕсĕ – çĕре лайăх сухаласа кăпкалатни, пахалăхлă вăрлăх акса хăварни, удобренипе пĕлсе усă курни, вырма вăхăтĕнче тăкакĕ сахал пултăр тесе çине тăрса ĕçлени. Çĕр ĕç технологине пăхăнни кĕрхи культурăсен 90-ран кая мар процентне ăнăçлă хĕл каçма май парать. Хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем тĕрлĕ им-çам туянса нумай укçа-тенкĕ тăкакларăмăр тесе ÿпкелешме пăхаççĕ. Çакăн сăлтавне шырама аякка кайма кирлĕ мар, вăл хăйсенчех: çĕре япăх хатĕрленĕ, начар вăрлăх акнă. Апла ан пултăр тесен çĕр ĕç технологине хутламалли таблицăна пĕлнĕ пек пĕлмелле. Çак шухăш агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕн В.Долговăн сăмахĕнче питĕ уççăн палăрчĕ.
– Юлашки çулсенче пăрçа йышши культурăсем çине сÿрĕккĕн пăхма пуçларĕç. Вĕсем вара тăпрана азотпа пуянлатаççĕ. Пăрçа ÿснĕ ана çинче тепĕр çул тырă аксан тухăçĕ хытах савăнтарать. Темшĕн-çке тыр-пул туса илессинче асаттесен опычĕпе пачах усă курма пăрахрăмăр, – çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Валерий Васильевич.
Хуçалăх ертÿçин, агрономăн ал айĕнче яланах картограмма пулмалла. Тăпра тытăмне пĕлмесĕр ку е вăл культурăна акма е лартма юраманнине пĕлсе тăмалла. Ăна пăхăнсан çухату самаях сахалланĕ. Мĕн тумаллине, ăна мĕнле пурнăçламаллине малтанах планласа хуни ĕçе кал-кал туса пыма пулăшĕ, тухăçсен цифри те самай пысăкланĕ.
"Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов хуçалăх вырмана мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Пушă выртакан çĕрсене "ĕçлеттерсе" ярассин опычĕпе паллаштарчĕ. Хуçалăх çитĕнĕвĕнче Америкăра туса кăларнă "Джонн Дерри" трактора тухăçлă ĕçлеттерни пысăк вырăн йышăнать. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çак хăватлă агрегат "Цивиль" пĕрлĕхĕн анисене тĕш тырă акма, пахча çимĕç лартма хатĕрлет. Ăна ĕçлеттерекенĕ – Александр Порфирьев. Хушнă ĕçе тăрăшуллă механизатор вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлать. Вениамин Михайлович – хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă ертÿçĕ. Ун пеккине районта кăна мар, республикăра та сайра тĕл пулатăн.
Кĕрхи культурăсем акма çĕр тата пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлемелли технологисемпе, тухăçлăха планламалли ăслайпа паллашнă хыççăн семинар-канашлу хăйĕн ĕçне "Цивиль" пĕрлĕхĕн правленийĕнче тăсрĕ. Пленарлă пая район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров уçрĕ. Анатолий Николаевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕ "Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕркелÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен" Указ кăларни сĕт ыйтăвĕ пирки çивĕчреххĕн калаçма май панине, тавлашусем çуратнине пĕлтерчĕ. Çĕртме, утă тата çурла уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсене сутнă кашни килограмм сĕтшĕн – чи пысăк сортлишĕн 2 тенкĕ, 2 тата 1-мĕш сортлисемшĕн 1 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Килти хушма хуçалăх тытакансене 1 тенкĕ те 50 пус пама йышăннă. Республика бюджетĕнчен сĕт туса илекенсене 69,7 миллион тенкĕ хушма пулăшу кÿреççĕ.
Хамăн корреспонденцие Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçин Н.Андреевăн "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ шухăшне кĕртсе хăварни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. "Эпир ку указа тахçанах кĕтетпĕр. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăхсем 1500 пуç, вĕсенчен 500-шĕ – сăвакан ĕнесем. Хуçалăх аш-какай тата сĕт сутса тытăнса тăрать. Тĕрлĕ парăмпа татăлма укçа нумай кирлĕ. Шалушăн та чылай тăкаклатпăр – иртнĕ уйăхра çеç 1200 пин тенкĕ ĕç укçи патăмăр. Сĕт сутнăшăн вара кунсерен чĕрĕ укçа кĕрет. Хальлĕхе кашни килограмне 10,5 тенкĕпе сутатпăр. Хушса тÿлени тăкаксене саплаштарма май парать. Унсăрăн тупăш илеймĕпĕр" , – тенĕ Николай Степанович.
Сĕт туса илекенсене хаксем чакса кайнă тапхăрта кăна мар, çулталăкĕпех пулăшма пуçласан тем пекехчĕ. Ял çынни çакă чăнлăха тухасса шансах тăрать. Тар тăкса туса илнĕ продукцие никамăн та йÿнĕпе парса ярас килмест-çке-ха.
Раççей Федерацийĕн Правительстви çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме дизтопливăна 30 процент йÿнетнĕччĕ, кăçалхи çулăн иккĕмĕш çурринче – 20 процент. Пĕр килограмшăн 22,5 тенкĕ тÿлемелле. Республика валли ăна 11 пин тонна уйăрнă, ку вăл – пĕлтĕрхинчен 20 процент таран нумайрах. Ăна "Сургутнефтегаз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ "Ульяновскнефтепродукт" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ урлă тăратать.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ кăçалхи çур çулта ĕçленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Технологине çирĕп пăхăнмалла, уйрăмах – сенаж тăвас енĕпе. Районăн тĕп ветврачĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Андреева районти хуçалăхсенче хатĕрлекен выльăх апачĕн пахалăхĕ тата выльăх-чĕрлĕх витисене хĕллехи тапхăра хатĕрлес енĕпе тумалли ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Апата анализ тума лабораторине вăхăтра тăратмаллине, витесене извеçпе шуратмаллине, профилактика дезинфекцийĕ тумаллине, юсав бригадисем йĕркелесе вăраха ямасăр ĕçе пуçăнмаллине аса илтерчĕ. Федерацин "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçсене лайăхлатмаллине, элит вăрлăха шута илмеллине каларĕ.
Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А. Егоров пĕтĕмлетрĕ.
В.АЧЧА