АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ятне çÿлте çĕкленĕ

18 июля 2012 г.

А.Волковăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Алексеева) Д.Михайлова Шаккăл вăтам шкулне тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе пĕтернĕ. Антонина Алексеевна 1954 çулта, вăл Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă, Дария Михайловна – 1964 çулта, Юмансарта ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ илсен иккĕшĕ те ялтан тухса кайнă.

Антонина И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. Икĕ курс хыççăн Новосибирскри пединститута куçнă. 1960 çулта Иркутск облаçĕнчи Чунски районĕчи Октябрьский поселокĕнче ĕçлеме тытăннă. Çак поселока Байкалпа Амур магистралĕнче ĕçлекен çамрăк строительсем валли тунă. Вырăнти шкулта Антонина Алексеевна 52-мĕш çул ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Вăл – Чунски районĕнчи чи лайăх педагогсенчен пĕри. Класри тата класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе тăнă, 7 çул вĕрентекенсен коллективне ертсе пынă.

Антонина Алексеевнăна РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе, "Чунски районĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" асăнмалăх паллăпа, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Вăл Шаккăл шкулĕн чыс-хисепне Çĕпĕр тăрăхĕнче çĕре ÿкермест.

Д.Михайлова шкул хыççăн Канашри финанспа экономика техникумне вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытнă. Техникума вăл хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк специалиста Çĕмĕрле райĕçтăвкомĕн финанс пайне ĕçлеме янă. Унта 1955 çулччен тăрăшнă.

Шупашкар районĕн финанс пайĕнче аслă бухгалтерта ĕçлеме тытăннă. Шут ĕçне лайăх пĕлнине, шаннă ĕçе чунĕпе парăннине кура Дария Михайловнăна пай пуçлăхне лартнă. 1964 çулта халăха социаллă пулăшу паракан пая ертсе пыма шаннă. Çак ĕçре вăл мĕн пенсие тухичченех вăй хунă. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ят панă. Кÿкеç поселокĕнче пурăнать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика