АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никотин тумламĕ...

18 июля 2012 г.

Лашана вĕлерме пултаракан никотин тумламĕ çинчен халĕ пурте пĕлеççĕ. Анчах та лашасем пирус туртмаççĕ, никотина пула вилмеççĕ. Çынсем вара унăн сиенĕ мĕн тери пысăккине пĕлсе тăрсах туртаççĕ.

Сиенлĕ кăна мар, пирус туртни вĕлерет. Нумай çĕршывра пирус пачкисем çине çавăн пек çырнă та. Анчах та пирус витĕмĕ лаша вилнине сăнлакан карикатура çинчи пек мар, хăрушăрах. Пирусри никотин тата ятарлă хутăшсем çынна малтан хăйсен сĕрекине кĕртсе ÿкереççĕ, унтан вара нумай çул хушши çынран лаша туса хураççĕ. Инфаркт, инсульт, ал-ура çĕрни, вĕсене татни, ÿпке, карланкă ракĕ, ÿпкесен вăраха кайнă чирĕ... Пируса пула вăй илнĕ çак чирсем çамрăклах инвалид коляски çине ларма пулăшаççĕ.

Ку вăл хăратса, асăрхаттарса калани çеç мар. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре пирус туртнине пула кашни минут çурăра пĕр çын вилет. Шутласа пăхăр!

Эсир пĕр çул е икĕ çул ытларах пурăнма пултаратăр. Паянтан туртма пăрахсан сывлăхпа пурнăçăра 15-20 çул таран тăсма пултаратăр. Шел те, çакăн çинчен пит шутласах каймастăр эсир.

Тин кăна пирус тутанса пăхнисем кунне пĕр-икĕ пирус туртнипе нимĕн те пулмасть тесе шутласа питĕ пысăк йăнăш тăваççĕ. Çак йăнăша вăл хăй пируссăр пурăнайманнине туйса илсен тин ăнланать, анчах кая юлнă.

Хăвăр паллакан пирус туртакан çынран ыйтăр-ха: ку тарана çитсен вăл миçе хутчен пирус туртма пăрахма хăтланса пăхнă. Усси пулнă-и; Никотин çынран тарçă туса хурать.

Пирус туртни вăл хăнăхнă йăла мар, вăл наркотик евĕр амак.

В.КОЗЛОВ,

нарколог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика