АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра çитереççĕ

13 июля 2012 г.

Сирĕн хаçата эпĕ кашни çулах çырăнса илетĕп. Алла илсенех интересленсе вулама пуçлатăп. Татмăшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсене, вĕсен начальникне Эльвира Павловăна тав тăвас килет. Кунта питĕ тарават, ырă кăмăллă хĕрарăмсем ĕçлеççĕ.

Эльвира Михайловна Йăлмаччара çуралса ÿснĕ. Татмăшри çыхăну уйрăмĕнче нумай çул тăрăшать. Уçă чунлă хĕрарăм пурне те пулăшма, пурин кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать. Унран нихăçан та "вăхăт çук" тесе каланине илтмен. Ĕç вырăнĕнче яланах таса та тирпейлĕ.

Почта ĕçченĕсен кунĕ иртсе кайрĕ пулин те Эльвира Павловăна, ытти почтальонкăсене çак уявпа чунтан саламлатăп. Вĕсене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал сунатăп. Эльвира Михайловна ертсе пыракан коллективăн ĕç-хĕлĕ лайăх енчен палăрса тăрать. Çырăнтару тапхăрĕсенче те, халăха куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерессипе те питĕ тăрăшуллă Татмăш тăрăхĕнчи почтальонсем. Çакна кура хаçатсем те ытларах çырăнса илме тăрăшатпăр. Район хаçатне алла илсен унти кашни статья-заметкăна пĕр сиктерми вуласа тухатăп. Канаш çĕрĕ çинчи çĕнĕ хыпарсене пĕлсе тăратăп. Унсăр пуçне усăллă канашсемпе сĕнÿсем пĕлетĕп. Тимлесе вуласан пурте интереслĕ, кирлĕ хыпарсем. Ял-йыша та хаçатпа туслă çыхăну тытма сĕнетĕп.

Н.ВОРОНЦОВА.

Йăлмачча ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика