АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шаккăл шкулĕ çĕр çитмĕле çитрĕ

13 июля 2012 г.

1842 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Патшалăх пурлăхĕн министерстви "Хысна ялĕсенче прихут училищисем уçасси çинчен" Хушу кăларнă. Çак документа кăларма министерство управленийĕн аялти системинче ĕçлеме çыруçăсем, хутла пĕлекен хресченсем кирлипе хатĕрленĕ. Хушупа килĕ-шÿллĕн çак çулах авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Мами вулăсĕнчи Шаккăл ялĕнче училище уçнă. Унта 25 ача çÿренĕ. Вĕсене Г. Хрусталев священник вĕрентнĕ. Ăна Павел Андреевпа Егор Иванов тияккăнсем пулăшса тăнă. Герасим Трофимович Хусанти тĕн семинарийĕнче пĕлÿ илнĕ. Чăваш чĕлхине питĕ аван пĕлнĕ. Çавăнпа та ачасене ун патĕнче вĕренме йывăрах пулман. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра чăваш ялĕсенчи шкулсенче уроксене вырăсла ирттернĕ. Чăвашран тухнă учительсем пулманпа пĕрех. Пилĕк çултан Алексей Алмазов пĕлÿ пама тытăннă. Ăна çулталăкне 85 тенкĕ тÿленĕ. 1860 çулччен училищĕре хĕрачасене вĕрентмен. Каярахпа хĕрачасене арçын ачасен шкулĕсене те илме пуçланă. Училищĕре Шаккăл, Кивĕ тата Çĕнĕ Ахпÿрт, Çăлпуç, Кивĕ Кармал ачисем ăс пухнă.

1879 çулта земство училищи туса хунă. Пĕрремĕш çул ачасене тăван чĕлхепе вĕрентнĕ, иккĕмĕшĕнче – вырăсла тата чăвашла, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕнче – вырăсла çеç. Училищĕре Ф.Павленков ячĕллĕ халăх библиотеки йĕркеленĕ. Ăна Н.Т.Тихонов учитель пăхса тăнă. Унти 40 кĕнекепе уроксем ирттернĕ. Вĕренекенсен пайĕнче 172 экземпляр упраннă. Каярахпа кĕнекесен хисепĕ 334 çитнĕ.

1918 çулта земство училищи пĕрремĕш пусăмри совет шкулĕ пулса тăнă, 1932 çулта – колхоз çамрăкĕсен 7 çул вĕренмелли шкулĕ, 1937 çулта – вăтам шкул. 2006 çулта вĕренекенсен йышĕ чакнă пирки пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăварнă. Хальхи вăхăтра кунта 73 ача пĕлÿ илет. Вĕрентекенсем – 14-ăн. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем – 29-ăн. 13 каччăпа хĕр хăй вăхăтĕнче вăтам шкула ылтăн тата кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ.

Иртнĕ шăмат кун илемлĕ вырăнта вырнаçнă икĕ хутлă кирпĕч çурт уроксем хушшинчи тăхтавсенчи пек шавлă пулчĕ. Акт залне ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ. Пурин те кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ – шÿтлеççĕ, кулаççĕ, çурăмран лăпкаса ыталаççĕ – ара пĕр-пĕрне курманни тахçантанпах-çке-ха. Ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тем çинчен хĕрсех калаçаççĕ, шухăшĕсемпе шкул çулĕсене таврăнаççĕ.

Любовь Черновăпа Татьяна Манишева шкул 170 çитнĕ ятпа йĕркеленĕ уяв пуçланни çинчен пĕлтерсен зал шăпланчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Мухтав юррисем мăнаçлăн янăрарĕç. Сцена çине педагогика ĕçĕн ветеранĕ, шкулта 1952-1988 çулсенче ĕçленĕ Л.Васильева тухрĕ.

– Сывлăх сунатăп, хаклă хăнасем! Ветерансене, ачасене пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекенсене, кунтан вĕренсе тухнисене саламлама питех те кăмăллă. Савăнăçлă, çав хушăрах хумхануллă та туятпăр хамăра паянхи юбилейре. Хама çак шкулта 36 çул ĕçлеме тÿр килнипе, ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре манăн тÿпем те пуррипе çав тери мăнаçланатăп. Халĕ вара сăмах шкул директорне Ираида Борисовна Андреевăна пама ирĕк парсамăр, – терĕ Луиза Васильевна.

– Пирĕн шкул 170 çул хушшинче пин-пин яшпа хĕре пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма путевка панă. Вĕсен ретĕнче паллă çынсем, тава тивĕçлĕ, хисеплĕ ĕçченсем сахал мар. Пурне те пĕлÿ керменĕн юбилейĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп, пурнăçра ыррине кăна сунатăп, – çакăн пек ăшă сăмахсем каларĕ Ираида Борисовна.

Çавăн пекех вăл Раççей наукăсен академийĕн шутлав центрĕн директорĕн наука ĕçĕсемпе тимлекен çумне Г.Михайлова, истори наукисен кандидатне, Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченне П.Тихонова "Шакуловская основная общеобразовательная школа" кĕнекене хатĕрлесе пичетлесе кăларма пулăшнăшăн тав турĕ. Сăмах май, çак кĕнекене уява килнĕ хăнасене пурне те парнелерĕç. Республикăн физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев спорт хатĕрĕсем илме пулăшнăшăн, А.Николаев водитель ачасене тĕрлĕ мероприятие илсе кайма турткалашса тăманшăн директорăн тавне тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров саламлă сăмахĕсене парнепе çирĕплетрĕ. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн шкул директорне И.Андреевăна, физкультура учительне А.Мироновăна тата биологипе химине вĕрентекен И. Владимировăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Анатолий Николаевич Шаккăла пыракан автоçула çывăх вăхăтрах юсама тытăнасси çинчен пĕлтернине залра ларакансем хыттăн алă çупса йышăнчĕç, унта та кунта савăнăçлă сассем илтĕнчĕç. Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та пушă алăпа килмен. Юрий Серафимович И.Якимова, О.Васильева, Б.Андреев, Л.Матвеева учительсен, Н.Иванова поварăн, В.Андреев операторăн, Н.Уткин хуралçăн ĕçĕсене управленин Хисеп грамотипе хакларĕ. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Павлова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Денисова тата пуçламăш классен учителĕ Н.Кошелькова вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотин хуçисем пулса тăчĕç. Шкул администрацийĕ те хăйĕн ĕçченĕсем валли грамотăсем хатĕрленĕ. Вĕсене шкул коллективне ертсе пыракансен аллисенчен А.Кучерова, Л.Чернова, О.Гаврилова, И.Егорова, Л.Владимирова, Н.Якимова, Н.Кириллов, А.Владимиров илчĕç. "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов шкул директорне И.Андреевăна, унăн çумне А.Павловăна пуçламăш классене вĕрентекен И.Якимовăна партин республикăри организацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Хăйпе пĕрле вăл парнесем те илсе килнĕ.

Юмансарта çуралса ÿснĕ Г.Михайлов Шаккăл вăтам шкулĕнчен 1954 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Мускаври энергетика институтне экзаменсене пиллĕклĕх тытса вĕренме кĕнĕ. Çак сăмахсем хыççăн зал алă çупса ячĕ.

– Мана мар, шкулти педагогсен коллективне мана туп-тулли пĕлÿ хутаççипе ăсатса янăшăн чысламалла. Шкул – маншăн чи хаклă, ытарайми пурлăх, – терĕ Гурий Михайлович.

Залра ларакансем тата хытăрах алă çупрĕç. Г.Михайлов Мускавра пурăнать, Раççей наукăсен академийĕн шутлав центрĕн директорĕн наука ĕçĕсемпе тимлекен çумĕ, физикăпа математика наукисен кандидачĕ, Хисеп тата Туслăх орденĕсен кавалерĕ.

Юбилей ячĕпе, хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă учительсем пирки ăшă сăмахсем калакансем татах та пулчĕç. Вĕсем – истори наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ, 31 кĕнеке авторĕ, Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕнче, вăрман хуçалăхĕн комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ П.Тихонов, Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Степанов, Çар служащийĕсене тата вĕсен çемйисен членĕсене социаллă пулăшу паракан тата вĕсене реабилитацилекен центр ертÿçи, Пĕтĕм Раççейри "Космос çарĕсен ветеранĕсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, саппасри полковник П.Ануфриев, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, техника наукисен кандидачĕ А.Козлов, çар летчикĕ пулнă В.Евгеньев, Юмансарта çуралса ÿснĕ, 1941 çулта парта хушшинчен фронта тухса кайнă К.Казакова, чăваш чĕлхипе литературине 35 çул вĕрентнĕ А.Васильева, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем С.Васильева, Р.Ефимова, Г. Прокопьев, Шаккăл ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Г.Белов тата ыттисем. Пурнăçран уйрăлса кайнă учительсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Шкул ветеранĕсене, вăтам шкула медальпе вĕренсе пĕтернисен сăн ÿкерчĕкĕсене слайдсемпе кăтартрĕç. 1917-2012 çулччен шкул директорĕнче ĕçленисен ячĕсене каласа тухрĕç.

Уява шкул ачисен хорĕ, учительсен пултарулăх ушкăнĕ, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль членĕсем В.Борисова, Л.Никифорова, Н.Иванова, нумай çул Шаккăл шкулĕнче нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ, халĕ Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче ĕçлекен Р.Ефимова юрланă юрăсем илем кÿчĕç. Шкул ачисен ушкăнĕ, культура çурчĕн хореографĕ О.Егорова ташăсемпе савăнтарчĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Юля Сидорова учительсене халалланă сăвă вуласа пачĕ. Сасă операторĕ Р. Александров слайдсемпе тивĕçтерчĕ.

Савăнăçлă уяв спорт залĕсемпе вĕренÿ кабинечĕсенче вĕçленчĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнисем асран кайми шкул çулĕсене, пĕрле вĕреннисене аса илчĕç. Калаçăвăн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика