13 июля 2012 г.
Ытлари кун Канашра коммерцилле мар "Чăваш Республикин агропромышленность пĕрлĕхĕ" организацин анлă ларăвне ирттернĕ. Хулари Культура керменне влаçăн ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан органсен представителĕсем, райадминистраци пуçлăхĕсен АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем, ял хуçалăх организацийĕсен, апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларакан тата ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлекен предприятисен ертÿçисем килнĕ. Лару ĕçне хутшăнма республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов та çитнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин агропромышленность пĕрлĕхĕн ертÿçи, Патшалăх Канашĕн строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов уçнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов патшалăхăн 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне тата ял хуçалăх продукчĕсен, чĕр таварăн рынокĕсене йĕркелесе тăмалли программăна кăçалхи иккĕмĕш çур çулта мĕнле аталантарма палăртни тата агропромышленность комплексне патшалăх енчен пулăшма йышăннă мерăсем çинчен каласа панă. Çак программăн тĕллевĕ – АПК эффективлăхне ÿстересси, халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăрассине тата халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси. Программăна пурнăçлас енĕпе хальхи вăхăтра тăпра пулăхлăхне тытса тăрас, техникăпа пуянлатас, агропромышленность комплексне информаци системипе, квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерес, ял хуçалăх рынокне йĕркелес тапхăр пырать.
Чăваш Енĕн ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенĕсемшĕн аталанупа çыхăннă ыйтусене татса парассинче çăмăллăх кредичĕсем пысăк пулăшу пулса тăраççĕ. Пулăшу майĕсем çинче Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров чарăнса тăчĕ.
Агропромышленность комплексĕн республикăри пысăк организацийĕсем тата хуçалăха ертсе пыраслăхăн пĕчĕк формисем производствăна анлăлатма "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнчен кредитсем илесси тулăхлă пулса пыни пирки çак банкăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каласа панă.
Анлă лару ку чухнехи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнипе, ыйту-хурав йĕркипе вĕçленнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.