11 июля 2012 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çур çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем ултă уйăхра 221,8 тонна аш-какай туса илнĕ. Чылай хуçалăхра аш туса илесси чакнă, çакна выльăх йышне чакарса пынипе сăлтавламалла. Çав вăхăтрах "Канаш", "Восход", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем какая пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнĕ пулин те выльăх йышне чакарман. Туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 69,0 проценчĕ – ĕне ашĕ, 9 проц. – сысна ашĕ, 20 проц. – кайăк-кĕшĕк ашĕ.
2778,2 тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтартăвăн 110 проценчĕпе танлашать). "Путь Ленина", "Цивиль", "Канаш", "Исток", "Родина", "Хучель", Киров ячĕллĕ тата "Сормовский" хуçалăхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăма палăрмаллах ÿстернĕ.
Халăхран сĕт пуçтарассипе "Исток" ООО кăна ĕçлет. Районта пĕр ĕнерен вăтамран 2092 килограмм сĕт суса илнĕ, çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 13 процент пысăкрах. Чи пысăк сăвăм – Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри ферминче. Кунта кашни ĕнерен 3361 кг сĕт сунă, "Цивильте" – 2412 кг "Канашра" – 2709 кг. Сĕт рынокĕнчи лару-тăру кăштах улшăнчĕ, хаксем йÿнелчĕç. Апла пулин те тупăш пур пĕрех илме пулать. Çавăнпа та ним шутламасăр-тумасăр ĕне выльăх шутне чакарма васкамалла мар, вĕсен йышне ÿстерсе пымалла. Хуçалăхсем пĕр сĕтрен кăна кашни кун чĕрĕ укçа илме пултараççĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ çинче вăтамран 14,7 ц аш-какай (2011 çулта – 22,1 ц) туса илнĕ. Ку енĕпе чи лайăх кăтарту Киров ячĕллĕ хуçалăхăн – 29,8 ц, "Канашăн" – 30,0 ц. 184,7 ц сĕт суса илнĕ (2011 çулхи кăтартуран 13 проц. пысăкрах). Чи лайăх сăвăм каллех Киров ячĕллĕ хуçалăхăн. Кунти ĕçченсем 652,6 ц сĕт туса илнĕ. "Канаш" (289,9 ц) хуçалăха та ку енĕпе лайăх ĕçлесе пынине палăртма пулать.
Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3413 пуç шутланса тăрать, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3471 пуç пулнă. Чылй хуçалăхра выльăхсен йышне сыхласа хăварнă, анчах та "Пинер" тата "Урюм" хуçалăхсенче вĕсене халĕ те чакарса пыраççĕ.
Районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 1251 ĕне (2011 çулта 1393 пуç пулнă). "Цивиль" тата "Канаш" ĕнесен йышне ÿстерсе пырать. "Пинер" ОООра вара ĕне йышне йăлтах пĕтернĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх пеккисенчен тĕслĕх илсе ĕçлемелле, çавăн чухне кăна выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх кăтартусемпе савăнтарĕ.
Хуçалăхсем 881 пуç пăру илнĕ. Ку енĕпе лайăх ĕçлекенсем: "Урюм", "Канаш", "Восход", "Исток", "Хучель", "Родина", "Родник", "Сормовский", "Агат" хуçалăхсем. Çавăнпа вĕсенче сĕт суса илесси те пĕлтĕрхи шайран палăрмаллах пысăк.
100 ĕне пуçне 54 пăру илнĕ. "Путь Ленина", "Урюм", "Восход", "Хучель", "Родина", Киров ячĕллĕ, "Родник" тата "Агат" хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 50 ытла пăру илнĕ.
Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 496 грампа танлашать (пĕлтĕр – 443 грамм). "Канаш" (572 г), Киров ячĕллĕ (510 г) хуçалăхсенче вăкăрсене япăх мар тăрантарнă, ыттисенче 500 грамран сахалрах. Хăçан та хăçан выльăхсем талăкра 600 грамм ÿт хушма пуçлĕç, çавăн чухне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тин тупăш кÿме тытăнĕ. Выльăхран тупăш илесси вăл мĕнле апатланнинчен тата мĕнле условисенче пурăннинчен нумай килет. Выльăх апачĕн вара пахалăхлă, витаминсемпе пуян пулмалла.
Сыснасем районта – 359 пуç. Паян сысна çури туянас текен нумай, анчах пирĕн хуçалăхсем тавар туянакана нимĕн те сĕнеймеççĕ.
Халĕ выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ вăхăт тăрать, анчах кăçал хуçалăхсем ку енĕпе темшĕн васкамаççĕ-ха. Утă хатĕрлеме çанталăкĕ те чăрмав кÿмест темелле. Хăш-пĕр ертÿçĕсем çак хушăра та курăк çулмалли агрегатсене юсаса хута яма пултарайман. Паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене мĕн пур лаптăкăн 60 проценчĕ çинче кăна çулнă, утта кирлин 55 проц., сенажа 25 проц. чухлĕ хатĕрленĕ. Чылай хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене перекетлес тесе сенажа технологие пăсса хатĕрлеççĕ. Вăл сенаж мар, тутлăхсăр силос кăна пулать. Сенаж е силос хатĕрленĕ чухне комбайн вакланă курăкăн тăршшĕ 25-30 мм тăршшĕ пулмалла, симĕс массăна урапаллă тракторпа (Т-150) таптатмалла. Çанталăк кăçал хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарать, çавăнпа та уяр тăнă чухне пахалăхлă апат ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла. Сĕт тасалăхĕпе ăна сивĕтесси çинчен те манмалла мар.
Выльăхсем кун каçипе çаран çинче пулнă чухне витесенче юсав ĕçĕсене пуçламалла, вĕсене дезинфекцилемелле.
С.ВАСИЛЬЕВ,
район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ.