11 июля 2012 г.
Чукун çул урлă каçмалли вырăн çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма тата тимлĕ пулма ыйтакан объект шутланать. Унти хăрушсăрлăх яланхи пекех шухăшлаттарать, мĕншĕн тесен автомашинăсемпе составсем час-часах çапăнаççĕ, çынсен пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлаççĕ. Аварисен сăлтавĕ – çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Водительсене, ашшĕ-амăшне тата ачисене тепĕр хут асăрхаттарса калас килет: чукун çул урлă каçмалли вырăн пысăк хăрушлăх кÿрекен зона шутланать, çавăнпа та çăмăлттай ан пулăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр.
Чукун çул урлă каçса çÿрекенĕн чи малтанах мĕн пĕлмелле-ха;
- Чукун çул урлă каçма тăрсан, двигатель сÿнсе ларасран, автомашинăна малалла асăрханса уттарăр;
- çывхарса килекен поезд умĕнчен маларах каçса кайма ан хăтланăр. Мĕншĕн тесен локомотив хăвăртлăхне куçпа пăхса хаклама çук. Автомашинăна чарса поезда ирттерсе яни тĕрĕсрех пулĕ;
- çакна яланах асра тытăр, машинист поезда чарма тăрсан та состав тепĕр 800-1000 метртан çеç чарăнма пултарĕ;
- чукун çул урлă каçмалли вырăнти светофор çутма пуçласан поезд çав тĕле тепĕр 30-40 çеккунтран çитет, çавăнпа та ĕлкĕретĕп тесе рельсем çине кĕрсе ан кайăр, автомашина двигателĕ сÿнсе ларасси пурин те пулма пултарать. Ан пуçтахланăр!
Чукун çул урлă каçнă чухне тимлĕхе ан çухатăр, пассажирсемпе те "юмах çапса" ан пырăр.
Хисеплĕ водительсем, хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ан тăратăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр! Тимлĕхе на çухатăр.
С.ШАМБУЛИН,
ДПС инспекторĕ.