11 июля 2012 г.
Иртнĕ эрне кун Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ пулчĕ. 2008 çултан пуçласа ăна утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă. Тĕпчевçĕсем историе кĕрсе юлнă çак мăшăр вăтам ĕмĕрсенче пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Петрпа Феврония чăн-чăн юратăвĕпе, пĕр-пĕрне чунран парăнса, ăнланса, пулăшса пурăннипе мĕн пур мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсене усал çынсен сăмахĕ те, инкек-синкек те, нимĕнле йывăрлăх та çĕнтерме пултарайман. Мĕншĕн тесен ырă чунлăскерсем пĕр-пĕрне шаннă, пĕрле канашласа йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă. Легенда тăрăх, çемье ăшшинче ĕмĕрленĕ Петрпа Феврония 1228 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – 8-мĕшĕнче) пĕр сехетре çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вĕсен ÿчĕсем Муром хулинчи Свято-Троицки монастырĕнче упранаççĕ. Çак çветтуйсем юратупа шанчăклăх управçисем шутланаççĕ.
Çак кун ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан, ятлă-сумлă çемьесене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысласси тĕп пулăмсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ку обществăлла наградăпа пĕр-пĕринпе 25 çултан кая мар килĕштерсе пурăнакан, ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ, халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ мăшăрсене чыслаççĕ. Кил вучахне пурнăç тăршшĕпех вăй-хăват парса тăракан çемье паян та сахал мар.
Эрне кун район администрацийĕнче шăпах çакăн пек çемьесене чысларĕç те. Сухайкассинче пурăнакан Антонина Трофимовнăпа Георгий Григорьевич Григорьевсем пуш уйăхĕнче хăйсем пĕр çулпа утма пуçланăранпа çур ĕмĕр çитнине паллă тунă. Вĕсем иккĕшĕ те Канашри "Лакокраска" предприятире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Виçĕ ачана çутă кун пиллесе пурнăçăн аслă та анлă çулĕ çине кăларнă. "Савăнăçĕ те, нуши-тертчĕ пайтах пулнă. Пурнăç çулĕ тăрăх такăнмасăр утма пире пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени тата ĕç пулăшса пырать. Ĕç савăнăç кÿрет, ĕç йывăрлăхсем çинчен мантарать, ĕç кун-çула тăсать", – терĕ Антонина Тарасовна.
"Ачасем пурте вĕренсе хăйсем кăмăлланă професси суйласа илнĕ, ĕçре тата çемьере хăйсен телейне тупнă. Эпир вĕсен тата мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнатпăр. Çакна палăртсах калассăм килет: пирĕн ачамăрсем нихăçан та пирус туртса, эрех ĕçсе курман. Ачана ашшĕпе амăшĕ кăна тĕрĕс воспитани пама пултарать", – терĕ Георгий Григорьевич мăшăрĕн сăмахне малалла тăсса.
Григорьевсен аслă ачи, Вера Георгиевна, Горький чукун çулĕн сигнализаципе централизаци тата блокировка дистанцийĕн Канашри уйрăмĕнче техника пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. Вăталăххи Владимир Георгиевич Новосибирскри патшалăх академи оперăпа балет театрĕн балет енĕпе ĕçлекен репетиторĕ. Вăл Раççей балечĕпе ют çĕршывсенче те сахал мар пулнă. Кĕçĕнни, Алексей Георгиевич, Мускавра пурăнать, "Ингеоком Эстейт" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕн çумĕ пулса ĕçлет. Мĕнле мухтанмăн-ха çакăн пек пултаруллă та талантлă ачасен çитĕнĕвĕсемпе. Вĕсем ашшĕ-амăшне пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ те ĕнтĕ.
Татьяна Николаевнăпа Александр Аркадьевич Ильинсем Атнаш ялĕнче хăтлă йăва çавăрнă. Вĕсен килĕнче те юратупа килĕшÿлĕх, ăнлану хуçаланать. Çакна мăшăр çине пăхсанах асăрхама пулать. Ильинсем пĕр-пĕринпе вăтăр çула яхăн пĕр çăвартан пурăнаççĕ, вĕсем пеккисене чăвашсем "çÿпçипе хупăлчи" теççĕ. Александр Аркадьевич – "Чăвашавтотранс" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче 4-мĕш колонна начальникĕ, Татьяна Николаевна – Атнаш ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ. Уçă кăмăллă çынсем, пулăшу ыйтакана алă пама яланах хатĕр вĕсем. Атнаш ял тăрăхне пĕр-пĕр ыйтупа пырсан Татьяна Николаевна тĕплĕн ăнлантарса, мĕн кирлине шыраса тупса парать. Ун патĕнчен хуçăк кăмăлпа тухса каймастăнах. "Хама çакăн пек лайăх мăшăр пÿрнĕшĕн шăпана тав тăватăп. Ун çумĕнче эпĕ яланах шанчăклă хÿтлĕхре", – терĕ Татьяна Николаевна.
Ильинсен чун тĕпренчĕкĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Мăшăрланнă. Пенза облаçĕнчи Заречный хулинче вырнаçнă çар чаçĕнче чаç командирĕн пулăшуçи – тĕп бухгалтер пулса ĕçлет. Асламăшĕпе аслашшĕн чун йăпатмăш мăнук пур.
Уçырма ялĕнчи Григорий Петровичпа Римма Алексеевна Петровсем пĕрлешнĕренпе вăтăр сакăр çул хыçа юлнă. Мăшăр тивĕçлĕ канура пулин те çулĕсене пăхмасăр çамрăк курăнать, вашават, илемлĕ. Хăтлă та капăр кил-çурт çавăрнă Петровсем, виçĕ ачана вĕрентсе хăйсем пекех тарават, ăслă-тăнлă, ырă чунлă çын туса ÿстернĕ. Ывăлĕсем Канашра пурăнаççĕ. Александр "Лидер" ОООра менеджер пулса ĕçлет, Алексей Раççей Перекет банкĕнче тăрăшать. Ирина хăйне килĕшекен ĕçе Мускавра тупнă, унтах пурăнать.
Григорий Петрович хăй район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ, Римма Алексеевна тивĕçлĕ канура, кил хуçалăхĕнче тăрмашать, канмалли кунсенче ачисемпе мăнукĕсем яла килсен пÿрт-çурт хаваслă шăв-шавпа тулать. Вĕсен чĕвĕлти сассине илтсе мĕнле хавасланмăн-ха;
Уяв мероприятине хутшăннă çак виçĕ мăшăра саламласа Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, РФ Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ – Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов нумай ăшă сăмах каларĕç. Вĕсенчен кашниех çемье этем пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннине палăртрĕç. Унтан Вячеслав Николаевичпа Иван Тимофеевич Григорьевсене, Ильинсене тата Петровсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе, Хисеп грамотипе чысларĕç, мăшăрсене малашне те пĕр-пĕрне хисеплесе упраса пурăнма ырă сунчĕç.
Патшалăх çемье ыйтăвне тĕп ыйтусен шутне кĕртсе унăн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Çемьесене, ачасене адреслă пулăшупа тивĕçтересси, амăшĕн капиталĕ, нумай ачаллă çемьесене хавхалантарасси тата ытти – йăлтах çемье пурнăçне лайăхлатма витĕм кÿмелли тĕллевлĕ йышăнусем.
Чыслав мероприятийĕнче Вырăскас Пикшихри Наталья Васильевăпа Светлана Григорьева, Çатăркаçырминчи Валентина Семенова, Юмансарти Надежда Шемякова, Калиновкăри Елена Семенова, Атнашри Наталья Анисимова амăшĕн капиталне илнине çирĕплетекен сертификатсемлĕ пулчĕç.
Фронтра пуçĕсене хунă тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен арăмĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан укçа-тенкĕ пулăшăвне илнине çирĕплетекен свидетельствăна та пачĕç çак кун. Унăн виçи паян 991,8 пин тенкĕпе танлашать. Иван Васильев вăрçă участникĕ, Валентина Иванова, Анна Порфирьева, Екатерина Никифорова, Евдокия Козлова, Антонина Павлова, Марфа Михайлова, Ольга Павлова салтак арăмĕсем çак документа В.Александров депутат аллинчен илчĕç. Вĕсен ячĕпе те, салтак мăшăрĕсен тата Амăшĕсен ячĕпе, ырă сăмахсем каларĕç, йывăр ĕçре хуçăлманшăн, чăтăмлă пулнăшăн тав турĕç. Уява районти тата Катекри культура ĕçченĕсен юрри-ташши хăйне евĕр илем тата савăнăç кÿчĕ.
Ĕмĕре Турă çырнă юратнă мăшăрпа телейлĕ пурăнса ирттерекен мăшăрсем çемье çирĕплĕхĕ чи малтанах тÿсĕмлĕхрен, килĕшÿрен, ĕçченлĕхрен килнине палăртрĕç. Çакăн пек пархатарлă тĕслĕхпе çемьене упраса нумай çул телейлĕ пурăнма кашни мăшăра ырă сунатăп.
И.ВЛАДИМИРОВА.