11 июля 2012 г.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче икĕ мăшăр пĕрлешрĕ. Çемье вучахне Алексей Гостинщиковпа Елена Данилова, Павел Афанасьевпа Аминат Шарафадинова чĕртрĕç. Уяв ячĕпе зала шур чечексемпе илемлетнĕ. Константин Садюров çамрăк мăшăрсене музыка саламĕпе кĕтсе илни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ, кăмăлĕсене çĕклентерсе ячĕ.
Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн пуçлăхĕ И.Сергеева мăшăрсене пурнăçри чи паллă пулăмпа саламларĕ. Вĕсене чечек çыххисем тата çемье телейне тата килти тăнăçа упракан хĕрт-сур кĕлеткине парнелерĕç. Çамрăксем шарсем çине ĕмĕчĕсене çырса тÿпенелле вĕçтерсе ячĕç.
И.МОРОЗОВА,
пайăн тĕп специалисчĕ.