АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿллĕ шайра ирттермелле

11 июля 2012 г.

Виçĕм кун, утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу Кубаньте шыв илнĕ вырăнта тата Украинăра Раççей автобусĕ – унта турра ĕненекенсем пулнă – аварие лекнĕ май вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă. Михаил Игнатьев инкек тÿснисемпе вĕсен тăванĕсене пулăшма укçа-тенкĕ пухма чĕнсе каланă.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Мельников Шупашкарта утă уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвне тата Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене (вĕсене утă уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенче Шупашкарта йĕркелеççĕ) ирттерме хатĕррине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн кăçалхи чемпионатне Шупашкарта çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн тав тунă. Çакна Раççей спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков, Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе суйласа пухнă командисен тĕп тренерĕ Валентин Маслаков тата Пĕтĕм Раççейĕн Çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев та палăртнă. "Пĕлтĕр çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче (ăна Шупашкарта Раççей чемпионачĕ хыççăн тÿрех йĕркеленĕччĕ) çĕршывăн суйласа пухнă команди ылтăн 4 медаль илме тĕллев лартнăччĕ. 9 медаль илме пултарчĕ", – палăртнă Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейри Çăмăл атлетика федерацийĕ 2015 çулта Чăваш Енре çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен хушшинчи чемпионатне ирттерме заявка пама тĕллевсем лартни çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин пуçлăхĕ министрсене Пĕтĕм Раççейри IX ял спорт вăййисене те çÿллĕ шайра ирттерме чĕнсе каланă. Унта Раççейĕн 60 регионĕнчен командăсем килĕç, пĕтĕмпе 3 пин ытла спортсмен тупăшĕ. Ăмăртăва Шупашкарта утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетре "Олимпийский" стадионта савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Спортăн 17 енĕпе ăмăртусен тĕп пайĕ Шупашкарти "Олимпийский", "Энергия", "Спартак" спорт стадионĕсенче, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар хулипе Кÿкеç поселокĕсенче иртĕç.

Канашлура ачасен сывлăха çирĕплетмелли учрежденийĕсенчи 2012 çулхи çуллахи кампанийĕн 1 сменин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. ЧРсывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх, 1 смена вăхăтĕнче 50862 ача каннă, çакă çулталăк планĕн 53,8 проц. танлашать. Хула тулашĕнчи 24 лагерьте, санаторире тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 4727 ача (2011 ç. – 4292 ача) каннă. 2012 çул пуçланнăранпа ачасен сывлăхне çирĕплетмелли учрежденисене çул çитмен 8629 çамрăка вырнаçтарнă.

А.ГРОМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика