АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр иртет – кун юлать...

06 июля 2012 г.

Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар теççĕ халăхра. Кашни çын хăйĕн ĕмĕрне тĕрлĕрен хаклать. Пĕри ăна ĕмĕр тăршшĕпе пухнă мулĕпе виçет, тепри – хăйĕн сумлă ĕç вырăнĕпе, виççĕмĕшĕ – чапĕ-ăсĕпе, тăваттăмĕшĕ – пултарулăхĕпе, пиллĕкмĕшĕ – ачи-пăчине ăс парса çĕршыва, халăха, хăйне юрăхлă чăн-чăн çын ÿстерсе çитĕнтернипе...

Манăн асанне Нина Трофимовна Федорова та ачисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнипе савăнма пултарать. Вăл Тури Юнтапа ялĕнче 1932 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çак ялти çамрăкпа, Александрпа, çемье чăмăртанă, пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Асаттепе асаннен пурнăçĕ çăмăл пулман. Хăйсен ĕмĕрĕнче икĕ çурт лартнă. Асанне нумай çул хушши (55 çул) "Канаш" колхозра вăй хунă, алăпа ĕне сунă. Тул çутăлнă-çутăлман ĕçе тухса кайнă та киле сĕм çĕрле тин таврăннă. Вăл колхоз садĕнче те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ.

Çав вăхăтрах ачисене те пăхмалла пулнă, вĕсене вĕрентсе çын тумалла-çке. Халĕ вĕсем пурте ятлă-сумлă çынсем ĕнтĕ. Тăватă ывăлĕ Раççей наградисене илме тивĕçлĕ пулчĕç: Викторпа Геннадий – вĕрентÿ енĕпе, Владимир – çăмăл промышленность, Анатолий – строительство енĕпе. Хĕрĕ, Люба, тракторсем тăвакан заводра бухгалтер пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Викторпа Геннадий спортпа туслă. Вĕсем – çăмăл атлетика енĕпе вăрăм дистанцие чупассипе СССР спорт мастерĕн кандидачĕсем. Шел, асатте пирĕнтен иртерех уйрăлса кайрĕ.

Асаннен хастарлăхне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Нумай ача çуратса ÿстернĕшĕн тата ĕçре палăрнăшăн медальсем парса чысланă. Ĕç ветеранĕ хисеплĕ ят та пур унăн.

Нина Трофимовна пурнăçра хура-шурне чылай тÿснĕ, апла пулин те "хуçăлман", кил-хуçалăхра паян та кăштăртатать, лара-тăра пĕлмест.

Çапла, кашни çыннăн ĕмĕрĕ хăйĕн терт-нушипе тата савăнăç-ырлăхĕпе иртет. Ĕмĕр иртет кун юлать...

Эпир хамăрăн юратнă асаннене, кукамая 80 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

Мăнукĕ ЛИДА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика