06 июля 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйи хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене, взрыв тăвакан веществосемпе хатĕрсене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, пĕр çĕртен тепĕр вырăна илсе çÿренĕшĕн, сутнăшăн явап тыттармалли çинчен калать. Çакăн евĕр преступленисене тунă çынсене виçĕ çул таран ирĕкрен хăтармалли, е ултă уйăх таран арестлеме, е тăватă çуллăха ирĕкрен хăтарса 80 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме, е урăх тупăшран ĕç укçи калăпăшĕ чухлĕ тытса юлма майсем пур. Малтан калаçса татăлса тунă преступленишĕн виçĕ çултан пуçласа ултă çул таран, ушкăнпа тунă преступленишĕн ултă çултан пуçласа сакăр çул таран тĕрмене хупма пултараççĕ. Саккуна пăсса хĕç-пăшал туяннăшăн наказани памалли мел тĕрлĕрен: 180 сехетрен пуçласа 240 сехет таран ĕçлеттерме, çулталăкран пуçласа икĕ çул таран ĕçлесе юсанмалли колоние яма, икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма, ултă уйăха арестлеме пултараççĕ.
Çÿлерех асăннă хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе тавăрса панă, урăх нимĕнле преступлени те туман çынсене уголовлă яваплăхран хăтараççĕ. Йĕрке хуралçисем туртса илни хăй ирĕкĕпе тавăрса пани пулмасть.
Хĕç-пăшалпа усă курса саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассинчен асăрхаттарас тĕллевпе районăн шалти ĕçсен пайĕпе район администрацийĕ пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Çапла майпа 2012 çулта районта пурăнакансем регистрацилемен хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе тавăрса парсан вĕсене укçан преми парса хавхалантарма йышăннă. Кун çинчен тĕплĕнрех 49-0-02 (дежурнăй часть) тата 49-8-22 (хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк паракан служба) телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
А.ЕГОРОВ,
районти полицин участокри уполномоченнăйсен пуçлăхĕн çумĕ.