АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăс хурри пулар мар

06 июля 2012 г.

Юлашки 15 çулта сăвăссен йышĕ те, вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿссех пыраççĕ. Вĕсем пире вăрманта кăна мар, дачăра та, паркра та çулăхма пултараççĕ.

Сăвăссем апрельтен пуçласа сентябрьччен уйрăмах хастар. Апрель, май, июнь уйăхĕсенче вĕсем тата хăрушăрах. Хĕллехи ыйхăран вăраннăскерсем çав тери выçă. Кĕркунне еннелле вара "лăпланаççĕ".

Пĕлтĕр республикăри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнипе нуша тÿснĕ 526 çын пынă. Кăçал та сăвăс тапăннă тĕслĕхсене палăртнă.

Сăвăссем – инфекци саракансем. Вăл шутра энцефалит (пуç мими шыçни) вирусĕ, Лайм чирĕ, туляреми, эрлихиоз, сив чир. Çулсеренех пирĕн республикăра Лайм чирĕ пуррине палăртаççĕ. Вăл питĕ йывăррăн иртекен, ÿте, сыпăсене, нерв тытăмне, чĕрене сиенлекен инфекци чирĕ. Ăна пула çын инвалида тухма та, вилме те пултарать. Сăвăссем саракан энцефалит вирусĕ те çав тери хăрушă.

Тепĕр чухне çын вăрмана каймасăрах чирлет. Чечекпе, кăмпапа, йытă çăмĕпе те тумпа ерсе килнĕ сăвăс çынна çăмăллăнах çыпăçма пултарать.

Энцефалит вирусĕллĕ сăвăс çыртса илнĕ качака е ĕне сĕтне ĕçсен, çав сĕтрен тунă тăпăрча, хăймана, турăх таврашне тутансан та чир ертме пулать. Çавăнпа та сĕте вĕретмесĕр ĕçме юрамасть.

Сăвăс çыртса илнĕ вырăн малтан хĕрелет, унтан вăл пысăкланса пырать. Вăхăт иртнĕçемĕн хĕрелнĕ вырăн варри шуралать е ăна кăвакрах сĕм çапать. Çыртса илнĕ вырăн вара хытса çĕвĕленет. Сиплемесен çак паллă 2-3 эрне тăрать, унтан çухалать, 1-1,5 уйăхран вара нерв тытăмĕ, чĕре е сыпăсем сиенленни палăрма пуçлать.

Ÿт çинче сăвăс асăрхасан мĕн тумалла-ха; Май пур таран хăвăртрах çывăхри медицина учрежденине каймалла. Май килмесен вара хăвăртрах сăвăсран хăпмалла. Сăвăса суран çумĕнченех çиппе çавăрса çыхса хĕвеле май "пăрса" кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть: пуçĕ татăлса юлма пултарать. Пинцетпа та усă курма кирлĕ мар. Сăвăсăн сĕлеке парĕсем хырăм тăршшĕпех вырнаçнă, пуссан вара унăн сĕлеки юна сирпĕнет.

Çыртнă вырăна 70 процентлă спиртпа, 5 процентлă йодпа е одеколонпа дезинфекцилемелле. Кăларнă сăвăса республикăри эпидемиологипе гигиена лабораторине килсе памалла. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 3 Д çурт. Кунта сăвăс чирлĕ пулнипе пулманнине тĕрĕслĕç.

Сăвăс çыртнă хыççăн 21 кун хушшинче ÿт температури ÿссен, пуç ыратсан е çаврăнсан, хăсас килсен хăвăртрах медицина учрежденине каймалла, хăвăра сăвăс çыртнине пĕлтермелле.

Сăвăсран мĕнле сыхланмалла-ха; Вăрмана кайнă чух çара ÿт курăнмалла мар, шăлавар вĕçĕсене нуски ăшне чикмелле, пуçа калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Хăвăр çине пăхсах тăмалла.

Хальхи вăхăтра аптекăсенче çиелти тум-юма хурт-кăпшанкăран хÿтĕлеме тĕрлĕ препарат сутаççĕ. Анчах вĕсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Калăпăр, сăвăссем ересрен сĕрекеннине çара ÿте пачах та лектерме юрамасть. Наркăмăшлăскерне ачасем тытмалла мар вырăнта упрамалла.

Энцефалит вирусĕнчен сыхланса ятарлă прививка та тăваççĕ. Ăна вăл е ку вăрманлă вырăна ĕçлеме тухса кайиччен уйăх маларах тумалла.

Прививка туман çынсене сăвăс çыртнă хыççăн тăватă талăкран кая юлмасăр иммуноглобулин яраççĕ. Унпа сăвăс çыртманнисене те, вăрманлă вырăна каякансене те укол тума юрать. Çула тухиччен 1-2 кун маларах. Унăн хăвачĕ тăватă эрнелĕхе çитет.

И.ЗАЙЦЕВ,

республикăри эпидемиологипе гигиена центрĕн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика