06 июля 2012 г.
...Студент çулĕсенчи пĕр самант халĕ те манăçмасть. Тăван яла кайма тухрăм. Шупашкартан Канаша чиперех çитрĕм, хула çум пуйăсне вара ĕлкĕреймерĕм. "Çуранах утмалла-ши;" – тесе шухăшласа тăнă хушăра вокзал умĕнче лаша урапи çинче ларакан Элекçие курах кайрăм. Вăл куçне хупнă, çывăрать пулас.
– Пичче, Канаша нумайлăха килтĕн-и; – кăсăклантăм хам.
– Халех яла каймалла-ха. Хумханнипе ĕшентĕм пулмалла. Виççĕмĕш хут ĕнтĕ арăм больницăна илсе çитеричченех çуратать. "Гинекологран пĕрре те кая мар эсĕ", – тесе илсе юлчĕç-ха тухтăрсем ăна, – ăнлантарать ентешĕм.
– Айта эппин, çывăр, тилхепине хам тытса пырăп, – терĕм яла çитме май тупнишĕн савăнса.
Унтанпа чылай çул хыçа юлчĕ. Алексей Иванович сакăр вуннăран иртнĕ ĕнтĕ, хам та асатте ятне тивĕçнĕ.
Алексей Иванович халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Валерипе тата кинĕпе Ларисăпа пурăнать. Унăн 80 çулхи юбилейне Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров ятарласа килнĕччĕ, юрăсемпе саламланăччĕ. Кун-çулĕпе кăмăллă ватă çын. "Эх, мăшăрăма (вăл 1996 çулта вилнĕ) тăратса лартма май килнĕ тĕк ачасен ырă ĕçĕсене курса еплерех савăннă пулĕччĕ", – тет мучи час-часах.
Сăмах май, ентешĕсем ăна Александр Твардовский поэмин геройĕн хушамачĕпе чĕнме тытăннă. Пуçарса яраканĕ кам пулнă – çакна халĕ Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче пурăнакансенчен пĕри те калаймасть. Мĕнех, Алексей Иванов кĕтмен çĕртен Теркин пулса тăнă, хушма ят хушамата куçнă эппин. Ара, Василий Теркинран нимпе те юлман вăл: ăслă та тăнлă, ĕçчен, шÿтлеме юратнă, сăмахшăн кивçене кайман. Тĕрĕссипе, маларах ăна Куçма Чулкаç хайлавĕ геройĕн ятне те панă-ха, Лапшу Çтаппанĕ тесе чĕннĕ. Алексей Иванов пĕр пульăпа 102 куяна "тытма пултарнипе" çыхăннă çакă. Вăл хăпартланса каласа панине çынсем çăвар карсах итленĕ, шÿчĕ-калавĕ пурне те килĕшнĕ. Халĕ те çаплах.
"Вун пĕр ача манăн", – мăнаçланчĕ Алексей Иванович. Çак самантра унăн пит-куçĕ çуталса кайнине асăрхарăм. Сасси те яланхиллех шÿтлĕн те шахвăртуллăн янăрарĕ. "Пултаратпăр вĕт, э..." – тенĕн çиçсе илчĕç куçĕсем.
Чăннипех пултарнă. Халĕ вăл 84-ра. Ульккапа 1953 çулта мăшăрланнă. Алексей Иванович Канашри вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ, арăмĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Çăмăл пулман пурнăç, апла пулин те йышлă çемйине тăрантарнă-тумлантарнă, ывăл-хĕрне вĕрентсе çын тунă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ачисем пурте мăшăрлă, мăнукĕсем çулсерен йышланса пыраççĕ.
Аслă хĕрĕ Нина Канашри агрегат заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Николай, Надежда, Елена, Герман, Зоя, Валерий, Галина, Лидия (шел, Григорипе Геннадин ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç вĕсем) тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ, Теркинсен ятне ямаççĕ. Акă Герман Алексеевичах илер. Ялта купель уçрĕ вăл. Çурт варринче, бетон кăшăлта сиплĕ çăл куç шывне кĕрсе тухма май килет. Ку вырăн – Мăкăр ялĕн тĕлĕнтермĕшĕ. Хĕлле те, çулла та унăн сиплĕхне туятăн. Апостолсемпе тан çветтуй Ольга княгиня купелĕнче эпĕ те çăвăнтăм: сывлăшĕ те, шывĕ те чĕрĕ вăй-хал панăнах туйăнчĕç. Герман Алексеевичпа мăшăрĕ Любовь Германовна купеле ялан таса тытаççĕ. Кунта турăшсем вырнаçтарнă, çурта лартса пуç çапма меллĕ. Вĕсем тăрăшнипе тавралăх илемлĕ, пур çĕрте те чечек ешерет. Ял çыннисем хăйсен тăванĕсене асăнса – чăрăш, çамрăк мăшăрсем туй кунĕнче хурăн лартаççĕ. Халăх ыйтнипе, хăйсем пуçарнипе Алексей Ивановичăн ывăлĕпе кинĕ часавай уçма хатĕрленеççĕ.
Куратăр-и, епле пуян пĕр çемьен биографийĕ. Чăннипех сăваплă çынсем Теркинсем. Вĕсен тăванлăх çыхăнăвĕ çирĕп. Аслисен ырă тĕслĕхне кĕçĕннисем ăша хываççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне тÿрĕ чунлă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕчĕклех хăнăхтарнă. Теркинсен çемйинче ĕç тĕп вырăн йышăнать. Вăл пулăшнипе ачасем ăс-тăн пухнă, вĕреннĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă. Кун-çулпа савăнма пĕлеççĕ. Ентешсем вĕсенчен пĕринчен те киревсĕр сăмах илтмен. Кирлĕ чухне пулăшма яланах хатĕр хăйсем. Малалла та çаплах пултăрччĕ.
Е.ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ,
педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ.