АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарифсем ÿсеççĕ

04 июля 2012 г.

Коммуналлă пулăшу тарифĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи пекех юлнине пĕлтернĕччĕ. Вĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнчĕç. Кашни киловатт-сехет электроэнергишĕн хулара – 2,19, ялта – 1,53 тенкĕ, пĕр кубла метр çут çанталăк газĕшĕн 3,93 тенкĕ тÿлемелле.

Пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтнăшăн, ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн, хваттертен таса мар шыв юхтарса кăларнăшăн тарифсем утă тата авăн уйăхĕсен 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш çур çулхинчен 6 тата 4 процентран ытла мар хакланаççĕ.

Республикăра пурăнакансемшĕн кăçал тарифсем вăтамран электроэнергишĕн – 2,6, сивĕ шывшăн тата хваттерсенчен таса мар шыв юхтарса кăларнăшăн – 4,3, пурăнмалли çурта хутса ăшăтнăшăн тата вĕри шывпа тивĕçтернĕшĕн – 4,6, çут çанталăк газĕшĕн 10,4 процент пысăкланаççĕ.

2012 çулхи коммуналлă пулăшу тарифĕсене çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Конкурент политикин тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика