06 июля 2012 г.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пирĕн республикăра 6828 ача е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 11,1 процент ытларах çуралнă. 6958 çын пурнăçран уйрăлнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 4,0 процент сахалрах.
Кăçалхи пилĕк уйăхра çулталăка çитмен 42 пепкен пурнăçĕ татăлнă (2011 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче – 28). Чĕрĕ çуралнă 1000 ача пуçне пепкесем вилнин кăтартăвĕ 2 пункт чухлĕ ÿснĕ е 47,6 процентпа танлашнă.
Пурнăçран кайнисен йышĕ çут тĕнчене килнисенчен 1,9 процент пысăкрах (2011 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче – 17,9 процент).
Çынсем пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕсем: юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсем (3149 çын е 45,3 процент), сарăмсăр вилĕм (941 çын е 13,5 процент), çĕнĕ йĕркеленÿсем (749 çын е 10,9 процент), сывлав органĕсен амакĕ (473 çын е 6,8 процент).
Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, сарăмсăр вилнисен хушшинче 214 çын хăй çине алă хунă (2011 çулхи 5 уйăхра – 200), 84-шĕ алкогольпе наркăмăшланнă (пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсенче – 159), 86-шĕ транспорт аварине лекнипе кун-çулпа сыв пуллашнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 82).
ЗАГС органĕсенче мăшăрланăва регистрацилекенсем иртнĕ çулхи пилĕк уйăхринчен – 6,2, уйрăлакансем 3,2 процент сахалрах пулнă.
В.ИЛЬИНА.