04 июля 2012 г.
Вăрăм пулин те çуллахи каникул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Ачасем канаççĕ, аслисен вара шăпах вĕренÿ çулне хатĕрленме вăхăт.
"Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тесен ман куç умне тÿрех таса парта çинчи çĕнĕ кĕнеке тухать. Хам кĕнеке издательствинче ĕçленĕрен мар, ачаран çак ÿкерчĕк ăшра çырăнса юлнăран. Тăхтав вăхăтĕнче тÿрех библиотекăна чупаттăмăр, мĕн çĕнни пур; Паянхи ачасем те çаплах пулĕ. Уроксем хыççăн е килте вулама вĕсем валли кăçал та интереслĕ литература сахал мар пичетлесе кăлартăмăр, татах та тухĕç. Вĕсем пурте кашни шкул библиотекине çитессе шанса тăрас килет те çав..." - чунне уçса каласа парать Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Галина Антонова. Çулсерен вуншар-çирĕмшер кĕнеке хатĕрлекенрен паянхи ача-пăча литературинчи çĕнĕ ятсем, хайлавсем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
- 2012 çул планне кĕнисенчен мĕнле кĕнекесене асăнма пултаратăр;
- Чи малтанах "Шкул библиотеки" ярăмпа тухнă "Салампи" повеçе асăнса хăварасшăн. 1983 çулта тухни (унччен маларах пичетленнисем пирки калама та кирлĕ мар) библиотекăсенче юлманпа пĕрех. Ăна ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Александр Артемьевăн çак произведенийĕ шкул программинче те пур, çавăнпа кăçал ăна çĕнĕрен пичетлесе кăлартăмăр. "Шурă пĕлĕтсем" ятлă сăвăсен пуххи поэзие юратакансемшĕн паха парне пулчĕ. Ăна паллă сăвăç Петĕр Яккусен çырнă. Денис Гордеевăн "Макумба ташши" кĕнекине те питĕ интереслĕ калавсемпе повесть кĕнĕ. Александр Лукашин сăввисене вырăсла нумайăшĕ вуланă пулĕ. Юрий Сементер поэт вĕсене "Ту качакин юррисем" ярăма пухса чăвашла куçарчĕ. Кĕнеке вулакан патне çитрĕ. Андрей Растворцева та çамрăк вулакансем пĕлеççĕ, кăçал унăн "Кил управçисем" кĕнеки вырăсла тата чăвашла пичетленсе тухрĕ.
– Икĕ чĕлхепе тухнă кĕнекесем татах пур-и;
– Пур. Вулакансем ыйтаççĕ пулсан мĕншĕн кăларас мар; Светлана Гордееван "Веселая карусель. Хаваслă карусель", Лев Кадкинăн "Ослиный мост. Ашак кĕперĕ", Любовь Афлятунован "Я сегодня Айболит. Эпĕ халĕ Айболит" кĕнекисем вырăсла тата чăвашла пичетленсе тухрĕç. Кун пеккисем çулталăк вĕçлениччен татах тухĕç-ха.
– Афлятунова чăваш вулаканĕсемшĕн çĕнĕ ят пулас;
– Çапла. Вăл Пушкăртстанра пурăнакан сăвăç. Ун сăввисене чăвашла Виталий Енĕш куçарнă. Ытти халăхсен литературине чăвашла куçарса унпа хамăр вулакансене паллаштарни пачах та япăх мар. Çĕнĕ ятсем татах та пур. Çывăх вăхăтра акă Америкăра пурăнакан Алиса Маклеррен çыравçăн "Саркайăка юратнă Ту" ятлă кĕнеки акăлчанла тата чăвашла пичетленсе тухмалла (тăлмачи – Виталий Аванмарт). Темипе те, содержанийĕпе те интереслĕ произведени ку. Ăна тĕнчери 25 чĕлхене куçарнă. Халĕ ак чăвашла та пулать. Корней Чуковский ятне кам пĕлмест пуль; Унăн "Муха–Цокотуха" юмахне Петĕр Çăлкуç чăвашла куçарнăччĕ. Икĕ чĕлхепе пичетленекен юмах кĕркунне вулакан патне çитĕ.
– Тата мĕн çĕнни сĕнме пултаратăр вулакансене;
– Илемлĕ литература ачана нумай енлĕ аталантармалла тесе шутлатпăр эпир. Çавăнпа хамăр пата çĕнĕ проектсемпе килекенсене хапăл туса йышăнатпăр. Çывăх вăхăтра, сăмахран, Наталья Васильева çырнă "Новогодняя сказка. Çĕнĕ çул юмахĕ" кĕнеке тухмалла. Мĕнпе интереслĕ-ха вăл; Кăсăкла юмах каласа панисĕр пуçне автор çамрăк вулакансене хăйсен аллипе теттесем туса вĕсемпе Çĕнĕ çул чăрăшне илемлетме вĕрентет. Ача кĕнекепе паллашнă май тĕрлĕ ĕç тăвать: вулать, сăрлать, касса кăларать, çыпăçтарать. Паллах, мĕнпур ĕçе лайăх шухăшласа илсе пурнăçлать. Çак кĕнеке çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул библиотекисене çиттĕр, ачасем унпа паллашса ĕлкĕрччĕр те шкулти тата килти елкăсене хăйсен аллипе капăрлатчăр тесе тимлетпĕр. Кашни ачашăн усăллă пултăр тесех икĕ чĕлхепе кăларатпăр ăна. Тĕрĕссипе, çакăн пек кĕнекесене шкул библиотеки валли пĕрре кăна туянни çав тери сахал. Наталья Васильеван ачасене тĕрлĕ ĕç тутаракан кĕнекисем малтан та тухнăччĕ. Вĕрентекенсемпе тата библиотекарьсемпе калаçса çакна пĕлтĕмĕр: ал ĕçне аталантармалли произведенисене вулама кăна ирĕк параççĕ. Унти ÿкерчĕксене касса кăларасси е художник юриех сăрламасăр хăварнă картинăсене сăрласа илемлетесси пирки сăмах та пулма пултараймасть. Урăхла каласан ача хушма автор пулса ĕçлемелли кĕнеке шкул библиотекинче музей экспоначĕ пек выртать. "Çĕнĕ çул юмахне" те çапла вырттарасран чун çук. Унăн тĕллевĕ чылай анлă, вăл учительсемпе ашшĕ-амăшĕн пулăшаканĕ пулса тăмалла.
– Кăçал истори çулталăкĕ пулнине те шута илнех ĕнтĕ Чăваш кĕнеке издательстви...
– Ку темăна кашни çулах тытса пыратпăр эпир. Çĕршыв, республика, тĕрлĕ район иртнĕ кун-çулĕпе, паллă ентешĕмĕрсен пурнăçĕпе çыхăннă кăларăмсем тухсах тăраççĕ. Çакăн йышши литература ачасем валли те пултăр тесе тăрăшатпăр. Çитес çул Улатăр тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ пирĕн чаплă ентеш Алексей Николаевич Крылов карап ăсти çуралнăранпа 150 çул çитет. Ун пирки вырăсла пичетленнĕ литература пур. Çамрăк вулакансем валли чăвашла пичетленнĕ кĕнеке çукчĕ-ха. Çавна шута илсе Жозефина Яновская çырнă "Академик корабельной науки" кĕнекене чăвашла куçарса пичете хатĕрлерĕмĕр. Алексей Крылов ачалăхĕ, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, кĕрешĕвĕ çинчен каласа паракан "Карап ăсти" кĕнеке паллă ентешĕмĕр çинчен ытларах пĕлме те, ун юбилейне тивĕçлипе паллă тума та пулăшасса шанатпăр.
– Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен ачисем çинчен манмастăр-и;
– Çĕнĕрен тухакан кĕнекесем çинчен пĕлтерсех тăратпăр. Республика тулашĕнчи регионсенчи чăваш шкулĕсем пирĕн продукцие нумаях мар, анчах туянаççĕ. Икĕ чĕлхепе пичетленекен кĕнекесем вĕсемшĕн çав тери кирлĕ. Чăвашла вулама пĕлменнисем халăх пултарулăхĕпе паллашма пултарччăр тесе чăваш халăх юмахĕсене вырăсла кăларса паратпăр. Кăçалхи планра та пур "Чувашские народные сказки" кĕнеке. Художник ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ унпа.
– Ача-пăча литературипе ĕçленĕ май уйрăмах мĕн пăшăрхантарать сире;
– Çĕнĕ кăларăмсем кашни библиотекăнах çитменни кулянтарать. Кĕнеке вулавăшра пĕр экземпляр кăна пулни те сахал, хăш-пĕрисем вара пачах та çук. Кĕнеке фончĕсем кивелсе пыраççĕ. Шкул хăйĕн вăйĕпех çак çивĕч ыйтăва татса параяс çук. Тивĕçлĕ министерствăсенчен пулăшу ыйтнисĕр пуçне уйрăм çынсене те чĕнсе каласшăн эпир: пулăшăр хăвăр вĕренсе тухнă шкул библиотекине. Эсир туянса панă кĕнеке тав сăмахĕ вырăнне пултăр.
Надежда ОСИПОВА калаçнă.