АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика пуçлăхĕ техникумра, Кĕçĕн Çавал хĕрринче пулчĕ

04 июля 2012 г.

 Пĕрле ĕçлес тесе Килĕшÿ турĕç

"Транснефть" акционерлă компани" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри транспортпа энергетика техникумĕ 22-мĕш професси училищин базинче никĕсленнĕ. Унта Раççейĕн 33 регионĕнчи çамрăксем професси илеççĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕ "Транснефть" компанин уйрăлса тухнă чи пысăк предприятийĕсенчен пĕринпе – "Çурçĕр-хĕвел анăç магистраль нефтепровочĕсем" акционерсен пĕрлĕхĕпе – ĕçлĕ, туслă çыхăну тытать. 2007 çултанпа кунта Раççейре пăрăх тăрăх нефть хăвалакан отрасль валли кадрсем хатĕрлеме пуçланă. Професси яваплăха ÿстерме хистет. Уяв вăхăтĕнче те, канмалли кунсенче те вăй хума тивет. Дипломпа пĕрле ăçта ĕçлеме янине пĕлтерекен хут параççĕ. Апла пулсан малашлăх шанчăклă: никам та ĕçсĕр юлмасть. Халĕ техникум ку пурнăçпа тан утакан вĕрентÿпе производство комплексĕ шутланать.

Иртнĕ эрнере кĕçнерни кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаша килчĕ. Транспортпа энергетика техникумĕнче ăна хула пуçлăхĕ Владимир Вишневский, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, техникум директорĕ Ильсур Назмутдинов, "Транснефть" компанин вице-президенчĕ Борис Король, вĕрентÿ тата персоналăн квалификацине ÿстерес енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Сергей Борульник, "Çурçĕр-хĕвел анăç магистраль нефтепровочĕсем" пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Рифкат Хакимов кĕтсе илчĕç.

Республика пуçлăхĕ электрогазосварщиксемпе трубопроводчиксем хатĕрлекен вĕрентÿпе производство мастерскойĕсенче, вĕренÿ аудиторийĕсенче, библиотекăра пулчĕ, студентсен общежитийĕнчи условисемпе интересленчĕ, буфета кĕрсе курчĕ, техникум мĕнле аталанса пыни çинчен хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ. "Транснефть" компани хăй патĕнче пысăк квалификациллĕ кадрсем ĕçлеччĕр тесе тăрăшать. Çавăнпа та вĕренÿ заведенине пысăк пĕлÿллĕ специалистсем вĕрентсе кăларма пур енчен те пулăшма тăрăшать.

Хăнасем актовăй зала кĕчĕç. Унта техникумран вĕренсе тухакансем пуçтарăннă. Вĕсене специалистсем пулса тăнă ятпа техникум директорĕ Ильсур Назмутдинов саламларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, выпускниксем 210-ăн. 50-шĕ хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче "Транснефть" компани вĕренме, практика ирттерме, общежитире пурăнма лайăх условисем туса панине палăртма хăварчĕ. Раççейĕн тата Чăваш Енĕн патшалăх политики – кашни студентăн пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме тивĕçлĕ условисем пултăр тесе тăрăшасси. Çакă тĕллевлĕ пулса пырать. Михаил Васильевич педагогсен коллективне ĕçшĕн тав турĕ, ăнăçу, лайăх кăмăл, харпăр хăй вăйне шанма сунчĕ.

– Техникумра пулас специалистсене тăрăшса вĕренме, канăва усăллă ирттерме, спортпа туслашма условисем çителĕклĕ. Çамрăксен пĕлĕвĕ пысăк, тарăн, производствăра хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ. Сире пирĕн предприятисенче кĕтетпĕр, – çакăн пек вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне "Транснефть" компанин вице-президенчĕ Борис Король.

Михаил Игнатьевпа Борис Король техникума питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернисен ушкăнне дипломсем пачĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Чăваш Республикин "Çамрăк талантсем – 2012" конкурс лауреачĕ, ăсĕпе хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ Александр Герасимов çамрăк специалистсен ячĕпе преподавательсене пĕлÿ панăшăн ăшшăн тав турĕ. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе зал хыттăн алă çупрĕ.

Çакăн хыççăн Михаил Васильевичпа Борис Михайлович техникумăн конференц-залĕнче Чăваш Республикипе "Транснефть" акционерсен компанийĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен хатĕрленĕ Килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç, тĕп корпусăн аялти хутĕнче вĕренÿ учрежденийĕн хисеплĕ хăнисен кĕнекине ăшă сăмахсем çырса хăварчĕç.

Çумăр чăрмав кÿчĕ пулин те...

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕш кунĕ çумăрпа пуçланчĕ, кăнтăрлачченех лÿшкерĕ вăл. Ăмăр çанталăка пăхмасăр кăмăлĕсем кашниннех уяври пек пулчĕç. Республикăри çамрăк çарçăсен финалти 44-мĕш вăййисене уçмалли савăнăçлă йĕркене ирех хатĕрленме тытăнчĕç. Стройпа утассине тепĕр хут тĕрĕслерĕç, парад формине, беретсем тăхăнчĕç, хул пуççинчен аксельбантсем çакса ячĕç. Вăйăсем вара пĕлтĕрхи пекех ачасен Канаш районĕнчи "Космонавт" кану лагерĕ çывăхĕнче Кĕçĕн Çавалăн сулахай çыранĕнчи йăлăмра иртеççĕ. Çил çинче ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Вун иккĕ çитеспе фанфарăсен сасси янăраса кайрĕ. Çамрăк çарçăсен отделенийĕсем строя тăчĕç.

Яшт тÿрленсе тăма хушакан команда янăраса кайрĕ. Республика çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник çарпа спорт вăййисене хатĕрри çинчен Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чыс парса пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хутшăнакансене çарти пек саламларĕ, халал сăмахĕсем каласа ăнăçу сунчĕ. Патриотла воспитанин çак шкулĕ витĕр вăл хăй те тухнă-çке-ха.

– Тĕрлĕ ăру çамрăк çарçăсен юхăмĕ çинчен çын сăмахĕпе кăна пĕлмест. Çак шкул "çамрăк салтаксен" курсне чăтса ирттермелли, тÿсĕмлĕхе çирĕплетмелли тĕрĕслев шутланать. Кунта çыннăн çирĕплĕхĕ аталанать, чăн-чăн туссем ĕмĕрлĕхех тупать. Командăпа çĕнтерни пĕр-пĕрне пулăшассин чи пысăк витĕмĕ пулса тăрать. Кунта пухнă опыт сире малашнехи пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшĕ, – терĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Шупашкарти Ачасен пултарулăх керменĕн тата Муркашри çамрăксен обществăлла организацийĕн "Тăван çĕршыв" çарпа патриотизм клубĕн коллективĕсене "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотла воспитани парассинче активлă ĕçленĕшĕн" хисеплĕ паллă, тĕрлĕ вĕренÿ тата ятарлă учрежденийĕсен 7 представительне "Раççей патриочĕ" медаль пачĕ.

Çамрăк çарçăсем тата хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, Канашри мемориал умне чечек кăшăлĕ хума ятарлă ушкăн кайрĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Александр Щетинин, Вячеслав Калинкин, Николай Павлов, Феодора Стеклова тата Мария Александрова хисеплĕ хăнасен шутĕнче пулчĕç. Çамрăк çарçăсен парачĕ пĕтичченех вĕсем трибунăпа юнашар вырнаçтарнă тенкел çинче сунчăк айĕнче ачасен пултарулăхĕпе киленсе ларчĕç. Çумăрĕ вара вĕтĕртетрĕ те вĕтĕртетрĕ.

Çарпа спорт вăййисене уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприяти çамрăк çарçăсен командисем трибуна умĕпе стройпа иртнипе вĕçленчĕ. Тÿперен юхма чарăнсан ăмăртусемпе конкурссем пуçланчĕç.

Çанталăк тăрук пăсăлса кайнине пула республикăри çамрăк çарçăсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕн финалти вăййисене малтан палăртнă пек утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче мар, çĕртмен 29-мĕшĕнче кĕскетнĕ программăпа вĕçлерĕç. Районпа хуласенче çĕнтернисен 69 команди хутшăнчĕ. Виçĕ кунта 7 конкурсра тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хăçан, хăш кун, ăçта наградăсем парассине каярах пĕлтереççĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика