АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăш чухне мĕнле шыв ĕçнине те пĕлместпĕр

04 июля 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пайсемпе службăсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кашни уйăх пуçламăшĕнчех ирттерекен анлă канашлăва пуçтарăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов пухăннисемпе паянхи кун тухса тăракан çивĕч ыйтусене тишкерчĕ.

"Дортехсервис" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн учредителĕ Николай Поверный, вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Юрий Алексеев, районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницин тĕп врачĕ Рената Федорова учрежденисене хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕç. Паянхи кун тĕлне Шăхасанпа Çеçпĕл ялĕсенчи учрежденисене хутса ăшăтмалли котельнăйсене пурне те юсаса пĕтернĕ. Августăн 1-мĕшĕччен Уçырма тата Асхва ял тăрăхĕсенче котелсене улăштарассипе тата Уçырмари шкул çурчĕн тăррине тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçсене вĕçлемелле. Сиккассинчи тата Татмăшри врач практикин офисĕсенче те котельнăйсен тăррисем капиталлă юсав кĕтеççĕ. "Дортехсервис" ООО директорĕ А.Поверный çак ĕçсене палăртнă кун тĕлне вĕçлеме шантарчĕ.

Кăçал вĕренÿ системине модернизацилемелли тата ял тăрăхĕсенчи комплекслă строительство программисемпе килĕшÿллĕн районти 13 шкулта юсав ĕçĕсем ирттермелле. Халĕ чылайăшĕнче чÿречесене, радиаторсене улăштарассипе, водопроводпа канализаци системисене юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Кунсăр пуçне нумайăшĕнче санузелсемпе душ кĕмелли пÿлĕмсем те тăваççĕ. Юрий Серафимович каланă тăрăх, пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе шкулсен маччисене, йывăçран тунă хуралтисене вут-çулăмран хÿтĕлекен япалапа сирпĕтнĕ.

Р.Федорова тĕп врач каланă тăрăх, сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Хирурги корпусĕнчи чÿречесене улăштарма, Ямашри врач практикин офисне, Татмăшри грязелечебница çурчĕн тăррине тĕпрен юсама министерствăна заявкăсем тăратнă. Районти пĕчĕк ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хупăнма пултарасси çинчен сăмах-юмах çÿрекенсене пĕлме Рената Николаевна çакна та палăртса хăварчĕ: сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн ФАПсем пĕри те хупăнмаççĕ.

Таврари сывлăш, апат-çимĕç, тĕрлĕ пулăм, япала çын сывлăхне витĕм кÿреççĕ. Куллен усă куракан ĕçмелли шывăн пахалăхĕ мĕнле пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта 73 çăл куçа, 270 тарасана (пусса) шута илнĕ. Ялсенчи водопровод сечĕсен санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ мар. Тарасасенчи шыва анализ туманнипе тепĕр чухне мĕнле шыв ĕçнине те пĕлместпĕр. Çуркунне вĕсем юр шывĕпе тулса лараççĕ. Шыв пахалăхĕ вара, тем тесен те, сывлăха усă кÿместех-тĕр. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Егоров каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем медосмотр тухман тĕслĕх чылай.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Надежда Андреева ветеринари службин кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхри ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта инфекциллĕ чир-чĕр сарăлнă тĕслĕхсем пулман. Уртаракан чире хирĕç профилактика ĕçĕсене куллен пурнăçлани çак муртан сыхланма пулăшни куç кĕрет. Ку чирпе кăçал пирĕн тăрăхра чирлекен пулман. Анчах ирĕкре çÿрекен йыт-качка таврашĕ хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та Надежда Николаевна ял тăрăхĕсен ертÿçисене хуçасăр йытăсене тытассипе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Уртаракан чир лексен унран сывалма çуккине пурте аван пĕлеççĕ, чир выльăх-чĕрлĕхе кăна мар, çынна та ерет.

Выльăх масарĕсене йĕркене кĕртессипе пысăк ĕç тумалла. Район территорийĕнчи 44 выльăх масарĕ 62,52 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. 14 масарăн кадастр паспорчĕсем пур. 30-шĕнче чикĕсене палăртса хÿме тытса çавăрмалла.

Канашлура çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи террорла ĕçсене хирĕç кĕрешмелли комиссисен ĕçне те пăхса тухрĕç. Социаллă программăсен секторĕн заведующийĕ Олег Егоров пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинчен калаçрĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 18 (пĕлтĕр – 15) хутчен пушар алхаснă, вут-çулăмра 6 (2012 çулта – 2) çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пушар хăрушсăрлăх режимне çирĕплетнĕ тăватă ял тăрăхĕнче ку ыйту уйрăмах çивĕч тăрать.

Суйлавçăсен наказĕсене мĕнле пурнăçласа пыни, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кÿрес, пушартан асăрханас тĕлĕшпе мĕн ĕç туни çинчен Вăтапуç, Карăклă, Уçырма, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алексей Трофимов, Евгений Козлов, Валерий Иванов, Владимир Иванов каласа кăтартрĕç. Сăмах май, çакна палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Июнь уйăхĕнчен пуçласа ял тăрăхне тирпей-илем кÿмелли правилăсене пăснăшăн çынсене административлă явап тыттармалли йĕрке çирĕпленнĕ. Штраф санкцийĕсем самай пысăкланнă. Çавăнпа та кил-çурт умĕнче ăптăр-каптăр япаласем выртаççĕ пулсан вĕсене картишне илсе кĕрсе тирпейлемелле. Хапха е пÿрт умĕнчи пахча çумĕнче строительство материалĕсем хăйсен вырăнне тупрĕç пулсан çакăншăн ял тăрăхĕн администрацине кайса аренда укçи тÿлемелле. Урамри çĕр ял тăрăхĕн çĕрĕ шутланать. Пирĕн урамсенче вара мĕн кăна çук: кирпĕч катăкĕнчен пуçласа машин-трактор таранах. Кунсăр пуçне урамри курăк кунсерен çÿлелле кармашать. Харпăр хăй çурчĕ умĕнче ÿсекен вĕлтрен-пиçене çулса тасатма нумай вăхăт та кирлĕ мар. Ентешсем, килĕр-çуртăр капăр тăк ун таврашĕ те тирпейлĕ пултăр. Кун пек чухне хăвăра та, иртен-çÿрене те кăмăллă.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика