04 июля 2012 г.
Асхва, Пайкилт, Ачча, Янкăлч тата Чакаç ял тăрăхĕсен территорийĕсенче Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, инфратытăм аталанăвĕн пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнннă. Вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулнă, вĕсен ĕçĕпе, террриторисен тирпей-илемĕпе кăсăкланнă. Ыйту нумай пулнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, хăйсен шухăшне, сĕнĕвне пĕлтерме васканă.
Асхва ял тăрăхĕнче "Шанчăк" ача садне çитсе курнă. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче, унăн директорĕ В. Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, йывăç чÿрече рамисене пластиклисемпе улăштарнă, шкула ăшăтмалли кивĕ радиаторсем вырăнне çĕннисем лартма пуçланă, классене водопровод сечĕпе çыхăнтарма, шалти канализаци кĕртме палăртнă. Ялти культура çуртĕнче "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăпа кăмăла çĕкленĕ.
Пайкилт ял тăрăхĕнче Çĕнĕ Мамири тата Тăрăнти фельдшерпа акушер пункчĕсене, Пайкилтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, ваттисен çуртне кĕрсе курнă. Тăрăх пуçлăхĕ А.Григорьев ĕçтешĕсене Пайкилтри культура çуртне тĕпрен юсас ĕçе мĕнле йĕркелеме шутлани çинчен каласа панă. Катекри фольклор пултарулăхĕн çурчĕн чăваш наци тумĕсем тăхăннă ĕçченĕсем хăнасене хаваслă юрăпа кĕтсе илнĕ. Аччари Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ вăтам шкул тата "Пилеш" ача сачĕ тасалăхĕпе савăнтарнă. Янкăлчра нумай ачаллă çемье валли çурт тата чиркÿ тунă çĕрте чарăннă. Проектпа чиркÿ çÿллĕшĕ 27 метр пулмалла.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунĕ Чакаç тăрăхĕнче вĕçленнĕ. Мăкăрти сăваплă çăл куç патĕнче пулнă, Мăкăр тата Тури Юнтапа ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене, спорт площадкине тата Чакаç вăтам шкулне кĕрсе тухнă. Куна "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пĕтĕмлетнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.