29 июня 2012 г.
"Уголовлă пурнăçлав инспекцийĕ" федераци службин Чăваш Енри управленийĕн Канаш районĕнчи филиалĕн (малалла – инспеци филиалĕ) сотрудникĕсем ирĕкрен хăтармасăр наказани тыттарнă çул çитмен çамрăксемпе профилактика ĕçĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Çул çитменнисем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕсленĕ чухне ытти службăсемпе – шалти ĕçсен пайĕсемпе, районпа хула администрацийĕсен çул çитменнисен прависене хÿтĕлекен комиссисемпе – тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне операци вăхăтĕнче çак ĕçе инспекцин психологĕсене те явăçтараççĕ.
"Условник" операцин тĕп тĕллевĕсемпе задачисем çакнашкал: учетра тăракан ачасемпе уйрăммăн ĕçлесси, вĕсене преступлени тума хистекен сăлтавсене уçăмлатасси тата сирсе ярасси, ачасене вĕсем пурăнакан, вĕренекен вырăна тухса тĕрĕслесси.
Асăннă мероприяти вăхăтĕнче вырăна тухса 4 рейд ирттернĕ, учетра тăракан пур ачана та тĕрĕсленĕ. Рейдсем вăхăтĕнче наказание пурнăçламалли йĕркене пăснă 8 тĕслĕх палăртнă. Çул çитмен 5 çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда ярса панă, условнăй айăплава пăрахăçласа ирĕкрен хăтарма ыйтса 2 ĕç хатĕрленĕ, 3 çамрăк тĕлĕшпе наказани вăхăтне тăсма ыйтса документсем тăратнă. Паянхи куна суд инспекци филиалĕ хатĕрленĕ 4 представление пăхса тухнă.
Çамрăксене преступлени тăвасран асăрхаттарас тесе тĕрлĕ мера йышăнса явап тыттарсан та вĕсем каллех саккуна хирĕçле ĕçсемпе аппаланма хăраса тăмаççĕ. Вĕсен нимĕнле дисциплина та çук, пурнăç çине питĕ çăмăлттай пăхаççĕ, наказани пани те вĕсемшĕн вăйă выляни пек çеç ахăртнех. Хăшĕ-пĕрин тÿрленес шухăш çукки те тÿрех курăнать.
С. МАТВЕЕВ,
инспекци филиалĕн аслă инспекторĕ, шалти служба майорĕ.