АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Капкăна çакланнăскер хÿтлĕх шыранă

29 июня 2012 г.

Йĕрке хуралçисен ĕçĕ ăмсанмаллискерех мар. Тумĕ, паллах, чылайăшне илĕртме пултарать. Полици сотрудникĕ пулса ĕçлес кăмăллисенчен хăшĕсем ĕçе вырнаçсан унти йывăрлăхсене кăшт астивсе пăхаççĕ те пăрахса каяççĕ. Çăмăлах мар çав: куллен дежурствăна, талăкăн вăхăтне пăхмасăрах преступлени тунă вырăна тухса каймалла, тепĕр чухне çывăрнă çĕртен вăратса чĕнсе илнисем те пулкалаççĕ, мăшăр кану кунĕнче те ĕçе кайма тивнишĕн ÿпкелешет. Кунашкал лару-тăру кашни сотрудникăн çемйинчех-тĕр. Тем те курма тивет пирĕн ĕçре: кулăшли те, хăрушши те, савăнăç та, вилĕм те... Анчах кашни ĕçĕн сăлтавне тупса палăртса уçăмлатмалла.

Ытлари кун районăн шалти ĕçсен пайне кăнтăрласем тĕлнелле пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. "Мана упăшка вĕлерет. Хăвăртрах килĕр!" – тет. Пĕр тăхтаса тăмасăр инкек (телефонпа каланинчен çапла ăнлантăмăр ĕнтĕ) пулнă вырăна тухса кайрăмăр. Хамăра кирлĕ яла çитрĕмĕр, пулăшу ыйтакана шыраса тупрăмăр. Пĕлетĕр-и, вăл тараса пури ăшне кĕрсе ларнă та: "Ниçта та тухмастăп. Мана упăшка хĕнет!" – тесе кăшкăрса кăна ларать. Мĕн япали ку!

Сотрудниксем çапах та кăларчĕç-ха ăна тарасаран. Пирĕн хĕрарăм мĕншĕн çакăн пек хăтланнин сăлтавне пĕлмелле-çке тата. Сотрудниксем унăн çемйине тĕпчеççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн лару-тăру йăлтах уçăмланчĕ. Пăтăрмахăн сăлтавĕ пĕтĕмпех эрехре пулни те палăрчĕ. Çак кун хĕрарăмăн упăшкипе хунямăшĕ уя утă тавăрма кайнă. Ку вара тем тума килне юлнă та пĕр арçынпа аванах хăналаннă: ĕçнĕ, çинĕ, унтан ĕç-пуç, кинори евĕр, вырăн çине куçнă. Хĕвел питтинче ĕçлесе халтан кайнăскерсем килне таврăнаççĕ те арăм-кин ют арçын çумĕнче çывăрнине асăрхаççĕ. Кун пеккине курсан упăшка мĕнле лăпкăн кăна пăхса тăма пултартăр-ха. Паллах, харкашу-вăрçăну çĕкленнĕ. Ирĕке юратарах панă хĕрарăмăн вара хÿтĕленмелле, пăхăнтармалла. Вăл хăйне кÿрентернĕшĕн тавăрма шутласа вилессипе хăратас тенĕ. Çийĕнчен тата полицие евитленĕ.

Çак тĕслĕх, пĕр енчен пăхсан, кулăшла та пек, анчах кунта чăн-чăн трагеди. Эрех арçынсене кăна мар, хĕрарăмсене те ухмахлантарать, çемьесене аркатать. Ялсенче вара ĕçекен хĕрарăмсем, çав шутра çамрăк арăмсем те, нумайлансах пыраççĕ. Упăшкисем аякка ĕçлеме çÿренипе хăшĕ-пĕри ирĕк пурнăçа хăнăхать пулмалла та, ытлашшипех иртĕхме тытăнать. Ĕçе каяс шухăш та çук. Кунта ĕç çукки мар, ĕçлес килменни малта тăрать пулĕ.

Э.ЯКОВЛЕВ,

районти полици

пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика