АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн аллисене асамланă тейĕн

27 июня 2012 г.

Çамрăклăхра, вăй-хал пур чухне, чир-чĕр мĕнне те пĕлместпĕр. Пурăна киле организм та кивĕ мотор пекех чăхăмлать. Халĕ тата алă çывăракан пулчĕ. Ирĕксĕрех шурă халатлисем патне пулăшу ыйтма кайрăм. Массаж лайăх пулăшать терĕç – унта çÿреме пуçларăм.

"Прокопьева Ольга Васильевна – медицина массажисчĕ" тесе çырнă алăк патне çитсе тăтăм. Массажист патне кĕме питĕ нумай çын пуçтарăннă, ваттисене те, пĕчĕк ачасене те çакăнтах сыватаççĕ иккен. Мана та черет çитрĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм кăмăллăн вырнаçса ларма сĕнчĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса, парăнса пурнăçлать вăл. Мĕн чухлĕ тăрăшулăх тата вăй-хăват унра. Сиплевçĕрен эпир пурте пулăшу кĕтетпĕр, сыватасса шанатпăр.

Калаçса кайрăмăр та, ун çинчен çырас шухăшăм çуралчĕ. Кам-ха вăл, çывăхарах паллашар-ха.

Атнаш ялĕнче 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Петровсен çемйинче Оля ятлă хĕр çуралнă, вăл çемьери 5-мĕш ача (3 ывăл та 2 хĕр). Шăхасан шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1979 çулта çамрăк хĕр Астрахань хулине çитет. Унта телеграфист ăсталăхне алла илет. Çавăнтах тĕп театрăн телеграфи станцийĕнче ĕçлеме пуçлать.

Каярах Канашри медицина училищинчен, каçхи уйрăмран, вĕренсе тухать. Вĕреннĕ вăхăтра Шăхасанти больницăра секретарь-машинистка пулса ĕçлет. Алла диплом илсен шăлсене юсакан уйрăмра медицина сестри пулса тăрăшать.

1992 çулта вăл Коля ятлă йĕкĕтпе çемье çавăрать, вĕсен икĕ хĕр çитĕнет. Аслă хĕрĕ, Оксана, Арзамас хулинче пединститутра куçăмсăр майпа вĕренет. Кĕçĕнни, Настя, кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухрĕ.

Ольга Прокопьева хальхи вăхăтра массажисткăра ĕçлет. Чирлĕ çынсене хăйĕн çепĕç те "ылтăн" аллисемпе сывлăх парнелет. Унăн пĕтĕмшле ĕç стаже – 30 çул.

Ольга Васильевнăна хăйне те юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, ачисенчен пархатарлăх, нумай-нумай мăнукĕпе савăнса пурăнма ырă сунас килет.

Р.ГРИГОРЬЕВА,

Улаксар клубĕн

администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика