27 июня 2012 г.
Пĕр уйăх каялла манăн районти тĕп больницăна каймалла пулчĕ. Сывлăха Е.Мартынова кардиолог тĕрĕслерĕ. Тухтăр çапла каларĕ: "Санăн больницăна выртса сывлăха çирĕплетмелле, терапевт патне каймалла". Хут çырса пачĕ. Çав хутпа (направленипе) эпĕ терапевт патне кайрăм, ку пай 3 хутлă çуртра вырнаçнă. Тавралла йывăçсем паркри пек кашласа лараççĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче, çуртне хута ярсан, лартнă пулмалла. Кунтах чирлисене тухса лармалли саксене вырнаçтарнă. Тавраллах тасалăх хуçаланать.
Эпĕ йышăнакан пÿлĕме кĕтĕм. Мана унта медсестра кĕтсе илчĕ, хута илсе вăл çапла пĕлтерчĕ: "Халех терапевт патне каятăп". Вăхăт нумай та иртмерĕ, пÿлĕме шурă халат тăхăннă кĕрнеклĕ, пысăкрах арçын кĕчĕ. Ку Николай Федорович Федоров терапевт пулчĕ. Вăл мана сывалма 49-мĕш палатăна вырнаçтарчĕ. Ку палата çуртăн виççĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Корпуссенче тата палатăсенче таса та çутă. Эпĕ сипленнĕ вăхăтра Федоров тухтăрăн пурнăçĕпе паллашрăм.
Çак çутă тĕнчене вăл 1940 çулхи çу уйăхĕнче килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Малтан вăл Чулкăмакари çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿренĕ, унтан Ăвăспÿрт Кипечри вăтам шкулта пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Николайăн шкулта вĕреннĕ çулсенчех врач пулас шухăш çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк йĕкĕт Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ.
Алла диплом илсен Николай Федоровича Çĕнĕ Шуртан ялне ĕçлеме янă. Унта вăл 3 çул тăрăшнă. Çамрăк специалист хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнине кăтартнă, ялти çынсем ăна питĕ хисепленĕ.
Ĕçре пуян опыт пухнă хыççăн Н.Федоров Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен ăна районти тĕп больницăна ĕçлеме янă, вăл терапевт врач пулса тăнă. Чирлĕ çынсене сыватас тесе çине тăрса ĕçлет, çак çулсем хушшинче нумай вĕреннĕ, пуян опыт пухнă.
1972 çулта ăна терапи уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартнă.
Н.Федоров кашни чирлĕ çынпа уйрăммăн калаçать, сывлăха тĕплĕн тĕрĕслесе тĕрĕс диагноз лартать. Пуринпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнăран часрах сывалма хавхалантарса пырать.
Н.Федоров ертсе пынипе терапи уйрăмĕнче пĕр шухăшлă ĕçлекен лайăх коллектив чăмăртаннă. Çав туслă йышран çак юлташсене палăртса хăварас килет: процедура медсестрисем – В.Владимирова, Л.Иванова, Н.Тармоярова, Т.Васильева, Б.Иванова, Л.Филиппова, санитаркăсем – И.Кириллова, Л.Антонова, З.Иванова, Л.Мальцева, С.Петрова.
2011 çулхи раштав уйăхĕнче чирлĕ çынсене сыватас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Николай Федорович Федорова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ят парса чысланă.
Николай Федорович хăйĕн мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтернĕ: ывăлĕ, Александр, заводра инженер, хĕрĕ, Светлана экономист пулса ĕçлеççĕ.
Г.ДИМИРТИЕВ.
Çĕнĕ Мами ялĕ.