27 июня 2012 г.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ – Раççейшĕн чи хурлăхлă кун. Çитмĕл пĕр çул каялла çак кун этемлĕх историйĕнче чи хăрушă вăрçă пуçланнă. Ăна чĕртекенни – фашистла Германи. Çĕнтерÿшĕн калама çук пысăк хак тÿлеме тивнĕ.
1996 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕртмен 22-мĕшне Асăнупа хурлану кунĕ тесе йышăннă.
Республикăн çар комиссариачĕн Канашри пуçтарăну пункчĕн клубĕ хулапа районăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çыннисене çамрăклăха аса илтерекен илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕ. Вĕсене кунта Асăнупа хурлану кунне Раççей Çарĕн чаçĕсене тухса каякан çамрăксемпе пĕрле паллă тума чĕнсе илнĕ.
Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла тапăнни çинчен Пĕтĕм Союзри радион легендарлă дикторĕ Юрий Левитан вилĕмсĕр хăватлă сассипе пĕлтерни янраса кайсан, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисен, Çĕнтерĕве тылра туптанисен тутисем туртăнса илчĕç, хăшĕсен куçĕсем шывланчĕç. Вăрçа тата ун хыççăнхи йывăр тапхăра пула ачалăхран вăхăтсăр уйрăлнисен, вăтам çулсенчисен, чылай çамрăкăн çурăмĕсем тăрăх вĕтĕ-вĕтĕ сивĕ хумсем чупрĕç, вĕсем чунĕсене ыраттарса шăлĕсене çыртрĕç, йĕрсе ярассине чăтса ирттерсе ячĕç. Çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисене, концлагерьсенче йывăр асапа пула нушаланса вилнисене, бомбăсем, снарядсемпе, минăсем çурăлнипе пурнăçран уйрăлнă мирлĕ çынсене, ним айăпсăр персе пăрахнисене, сурансене, чирсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене асăнса ура çине тăрса пĕр минут шăп тăчĕç.
Мероприятине ертсе пыракан Павел Алюхинпа Олеся Федорова сăмах республикăн çар комиссарĕн çумне Сергей Козюра полковника пачĕç.
– Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлеме Чăваш Енрен 208 пин ытла е кашни пиллĕкмĕш çын тухса кайнă. Пĕчĕк республикăшăн ку питĕ пысăк цифра. Вĕсенчен çурри ытла çуралнă тăрăха таврăнайман. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 78 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ, 16-ăн Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Вăрçăн малтанхи куннех районсенчи çар комиссариачĕсене хăй ирĕкĕпе фронта яма ыйтса 2536 çын хут çырнă. 5700-ре яхăн алла пăшал тытса халăх ополченецĕсен ретне тăма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Республикăра Хĕрлĕ Çарăн тата Флотăн çапăçас пултараслăхне техникăпа, хĕç-пăшалпа, тумтирпе тата апат-çимĕçпе тытса тăрас енĕпе ĕçсем пуçланнă. Çĕршывăн юнлă çапăçусем пынă хĕвел анăç районĕсенчен пĕр вĕçĕмсĕр промышленность оборудованийĕсем тиенĕ эшелонсем, эвакуациленĕ çемьесем килсе тăнă. Аманнă салтаксен вакунĕсем те килме пуçланă. Пысăк предприятисенче кăна мар, пĕчĕккисенче те çар продукцийĕсем тăвассине йĕркелесе янă. Хаклă ветерансем, пурнăçăра, сывлăхăра хĕрхенмесĕр Çĕнтерĕве çывхартнăшăн тайма пуç сире. Çар тивĕçне пурнăçлама пуçлакан çамрăксем эсир хÿтĕлесе хăварнă çĕршывăмăра шанчăклă сыхласса шанатпăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу пурне те! – терĕ Сергей Александрович.
Микрофон умне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Оксана Ефремова тухрĕ.
– Эпир, çамрăксем, вăрçăн хаяр çулĕсем çинчен кино е кĕнеке, эсир каласа панă тăрăх çеç пĕлетпĕр. Мăнле кăна йывăрлăх чăтма тивмен сире. Ун чухне пурте эсир пирĕн пекех çамрăк пулнă вĕт-ха. Паттăрлăхăр пирĕншĕн чĕрĕ тĕслĕх пулса тăрать. Мăнаçланатпăр, мухтанатпăр сирĕнпе, – вĕçлерĕ сăмахне Оксана Викторовна.
"Студентсен çурхи кунĕ" фестиваль лауреачĕ Александра Голубева юрланă "Баллада о матери" юрра кăмăла ирĕке ямасăр итлеме çук. Ытла та чуна тивмелле-çке юррăн сăмахĕсем. Зал шăплăх ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Салтак тумне тăхăннă каччăсем те тарăн шухăша путрĕç. Кăвакарнă çÿçлĕ ветерансем, çемçе чунлисем куççулĕсене пытараймарĕç, арçынсем хушшинче йĕпеннĕ куç айĕсене çанă вĕçĕпе шăлса типĕтекенсем те пулчĕç. Педагогика колледжĕн студенчĕ Елена Рыжова Петĕр Хусанкайăн "Эпир Раççейре пурăнатпăр" хайлавне вуласа хамăр Раççей çыннисем пулнипе мăнаçлантарчĕ.
Малалла вăрçă ветеранĕсем сăмах каларĕç. Вячеслав Калинкин залра ларакан çамрăксене присяга тытса чăн-чăн салтак ятне илтме, çар вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем тума, кирек мĕнле лару-тăрура та çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулма сунчĕ, атте-анне ятне çÿлте тытма, чыса çамрăкран упрама сĕнчĕ.
– Çулталăкран тăван киле таврăнатăр, çемье çавăратăр, ача-пăчаллă пулатăр, вĕсем ÿссе çитсен, салтака кайма юрăхлă пулсан: "Мана çара вăрçă ветеранĕ пил парса ăсатрĕ", – тейĕр мăнаçланса. Атте, асатте е кукаçи пулса тăрсан ман сăмахсене, астуса юлсан паллах, ывăлăр, мăнукăр патне те çитерме тăрăшăр,– терĕ Вячеслав Андреевич.
Çартан кăçал таврăннисен ячĕпе Денис Быков, çар ретне тăракансен ячĕпе Алексей Костюхин сăмах каларĕç. Александра Голубева салтак ятне илтнисене "Возвращайтесь домой" юрă парнелерĕ. Хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкул кадечĕсем вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайманнисене асăнса лартнă палăк умне чечексем кайса хучĕç.
Николай Якимов Ямашра пурăнать. Вăл вăрçă пуçланнă куна, тăванĕсем, çывăх çыннисем, ентешĕсем хăйне фронта мĕнле ăсатса янине аса илчĕ.
– Мухтанатăп хамăн йăхпа. Асатте 1812 çулта французсемпе, атте австро-венгрсемпе çапăçнă, эпĕ – нимĕç фашисчĕсемпе. Чыса çухатман, тăшман умĕнче чĕркуçленмен, пурнăçа, юна хĕрхенмен, çавăнпа та çĕнтертĕмĕр, – çирĕплетсех каларĕ Николай Якимович.
Раççей Федерацийĕн 2012 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 509-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн Чернобыльти АЭСри аварине пĕтернĕ чухне паттăрлăх кăтартнăшăн тата хăйне хăй шеллеменшĕн Канашра пурăнакан Валерий Николаевич Новикова "Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе, Вăтапуç çыннине Валерий Кузьмич Шемякина "Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн" медальпе наградăланă. Патшалăх наградисене республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Барышов подполковник пачĕ.
Салтака кайма ят тухнисем ветерансене чечексем парнелерĕç. Çакăн хыççăн пурте Михаил архангел тата çÿлти ÿтсĕр ытти чунсен ячĕпе уçнă часавай патне тухрĕç. Ветерансем пĕр рете тăрса тухнă салтаксене Георгий хăйăвĕ çыхнă пĕчĕк шăнкăравсем пачĕç. Çав шăнкăравсем вĕсемшĕн ĕмĕр асра юлакан япаласем пулса тăрĕç, çар службинче ирттернĕ вăхăта мантармĕç. Каччăсем вĕсене симĕс чăрăш турачĕсем çине елкăна теттесемпе капăрлатнă евĕр çакса тухрĕç. Иртнĕ çул та çаплах пулнăччĕ. Салтакран çаврăнса килнисем вĕсене каялла илчĕç, хальхисен çулталăк кĕтме тивет. Çак ырă йăла такăр çул çине тухрĕ пулас.
Хисеплĕ ватăсене строя тăнă салтаксем алă çупса чыслăн ăсатса ячĕç.
В.АЧЧА.