АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ лару иртнĕ

27 июня 2012 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Депутатсем районăн муниципаллă служащийĕсене аттестацилемелли положенине, район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси тытăмне улшăнусем кĕртнĕ. Пуху районăн тĕрĕслевпе шутлав органне çирĕплетнĕ. Район пурлăхне кĕрекен пурăнмалли 16 çурта Хучел ял тăрăхĕн пурлăхне кĕртме йышăннă.

Депутатсен корпусĕ "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп зоотехникне В.М.Егоровăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ", Шăхасанти Çеç-пĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне В.Д.Спиридоновăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" хисеплĕ ятсене, "Канаш лесничестви" хысна учрежденийĕн директорне Д.Р.Юнусова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне илме тăратнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика