27 июня 2012 г.
Канашри педагогика училищине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче вĕренсе тухнисен черетлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ. Ăна йĕркелес енĕпе халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕ М.Яковлев пысăк ĕç тунă.
Тĕл пулăва педагогика ĕçĕн ветеранĕсен пысăках мар ушкăнĕ çеç килме пултарнă. Вĕсем пурте сакăр теçетке урлă каçнă. Хисеплĕ ватăсем колледжăн 201 тата 301-мĕш групписенче вĕренекен студентсемпе тĕл пулнă. Кăвакарнă çÿçлĕ ватăсене алă çупса кĕтсе илнĕ. А.Петрова, Е.Алюнова, А.Кадерова, О.Меркурьева каласа панине пĕр сăмахне сиктермесĕр тимлĕн итленĕ. Уйрăмах çамрăксемшĕн вăрçă çулĕсене аса илни интереслĕ пулнă. Студентсен ячĕпе И.Киселев тав тунă. Çавăн пекех ăшă сăмахсем колледж директорĕ Г.Косолапов, Ф.Аллевăпа О.Краснова педагогсем каланă.
Хăнасем колледж музейĕнче пулнă. Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ О.Краснова вĕрентÿ учрежденийĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарнă. Ветерансем хура-шурă сăн ÿкерчĕксем çине пăхса пĕрле вĕреннисене палласа илнĕ, хăйсен çамрăклăхне аса илнĕ.
Аса илÿсем сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ чухне малалла тăсăлнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.