АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшĕве алă пуснă

27 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикипе федарцин НППП, чикĕ леш енче пурăнакан ентешсен тата пĕтĕм тĕнчери гуманитари ĕçтешлĕхĕн ĕçĕсен агентстви (Россотрудничество) пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки калакан Килĕшĕве çирĕплетнĕ.

Ку документа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Россотрудничество ертÿçи Константин Косачев алă пуснă. Мероприятире çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Енри наци диаспорисен представителĕсем пулнă.

"Ку документ ĕçтеш-лĕхĕн пире кăсăклантаракан çул-йĕрĕсене – чăн пурнăçра ытларах тĕл пулаканнисене – пĕрлештерчĕ. Пирĕншĕн, паллах, экономика енĕпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси, хуçалăх тытса пыракан субъектсене Чăваш Ен тулашĕнче ăнăçлă та тухăçлă вăй хума тата лайăх кăтартусемпе савăнтарма май туса парасси пĕлтерĕшлĕ", – ăнлантарнă Килĕшÿ тĕллевне Михаил Игнатьев.

"Малашне Чăваш Енĕн кирек мĕнле делегацийĕн те, чикĕ леш енне каяканскерĕн, пирĕн представительствăсене хăйĕн тăван килне, Чăваш Республикин представительствине кĕнĕ пекех, кĕме тата кирлĕ чухне яланах пулăшу илме май пулĕ", – тенĕ Константин Косачев.

И.БЕЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика