АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява хатĕрленеççĕ

22 июня 2012 г.

Çитес вырсарни кун – Чăваш Енĕн чи пысăк уявĕ – Республика кунĕ. Çак праçнике халалласа районти культура учрежденийĕсенче, библиотекăсенче мероприятисем ирттереççĕ.

Библиотекăсенче "Кунран кун чечеклен, тăван ен", "Чăваш Ен пек хитре республика çук", "Мой край Чувашией зовется" куравсем, "Тăван тăрăх – Тăван çĕршывăн пайĕ" вăйă-çул çÿрев, "Республика уявĕ", "Республика çуралнă кунне паллă тăвать" интернет-справкăсем, информаци сехечĕсем, электронлă круизсем, литература тĕпчевĕсем тата ытти мероприятисем хатĕрленĕ, вĕсене çынсем пысăк интереспа хутшăнаççĕ.

Уяв кунĕсенче пултарулăх коллективĕсем Шупашкарти концерт площадкисенче, парксемпе урамсенче, "Сăрпа Çавал çаврисем", "Çĕр пин юрă-ташă çĕршывĕнче", "Ритмы Чувашии – Новая волна" халăх пултарулăхĕн фестивалĕсен гала-концерчĕсенче юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартĕç. Районти ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсен хорĕ "Килсе курăр хăнана" вокалпа хореографи сюити кăтартĕ, "Çĕршывăмăра", Сиккассинчи халăх хорĕ "Тăрна" юрăсене шăрантарĕç.

Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" тата Сиккассинчи "Асам" ансамбльсем "Салют" Культура керменĕн сцени çине концерт программипе тухĕç. Пултарулăх коллективĕсене Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем В.Стекловпа Р.Шоркина ертсе пыраççĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика